АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма ят мĕнле çуралать?

22 июля 2008 г.

 

Васнарта Анатолий Кудрявцева пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ашшĕне Петр Михайлович тенĕ. Паян эпĕ вĕсене мĕншĕн Кудрявцев хушамат панине пĕлтĕм. Анатолий каласа пачĕ. Ĕçĕ çапла пулнă. 1882 çулта Михаилăн, Анатолийăн аслашшĕн эппин, салтак ячĕ тухнă. Хайхискере комиссине чĕнеççĕ.

— Санăн хушамат мĕнле, — ыйтаççĕ сĕтел хушшинчисем.

— Пĕлместĕп, — тенĕ лешĕ.

— Эсĕ кăтра, çавăнпа та малашне Кудрявцев пулатăн, — тенĕ те çапла çырса хунă. Çав çултан пуçласа пирĕн йăх Кудрявцев хушаматпа пурăнать.

Ялта Геннадий Тимофеева Курак Гени тетчĕç (халĕ вăл пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Ăста механизаторччĕ вăл, питĕ кăмăллă çынччĕ). Теприсем “Каков” та текелетчĕç. Çакă ахальтен мар. Гена 5—6 çула çитичченех йĕркеллĕ калаçма пĕлмен. Пĕррехинче уйра, тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра, ашшĕпе амăшĕ кăнтăрлахи апата ларнă. Гена та кунтах пулнă. Çавăн чухне вĕсем тĕлĕнчен пĕр курак вĕçсе иртнĕ. Гена вара курака апата чĕннĕ: курак, курак матяка (çăмартана çапла каланă вăл) çиме кир, кир (кил, кил) тесе кăшкăрнă. Хушма ят тухса каясси çакăнтан пуçланнă та, мĕншĕн тесен пĕчĕк Генăн сăмахĕсене чылай çынсем илтнĕ пулнă иккен.

Ялта ĕлĕк Васнар çырми тăрăх нумайăшĕсен хăмла пахчи пулнă. Константин Филимоновăн аслашшĕ (ăна Егор тенĕ) пĕррехинче çулла хăнара ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ те киле кайма вăй çитереймен, хăмла пахчине кĕрсе выртнă. Унтах çĕр каçнă. Ирхине çынсем кĕтÿ янă чухне Егор пахчаран мĕшĕлтетсе тухнине асăрханă. Пĕри чăтса тăрайман вара, те шÿтлесе, “Авă, кашкăр пырать”, тесе кăшкăрса янă. Хушма ят çакăнтан çуралнă та. Халĕ паянхи Филимоновсене те Тукмак (кашкăр) таврашĕ теççĕ.

Ку тавраша Волковсем те кĕреççĕ.

Вениамин Павлова (халĕ вăл пирĕн хушăмăрта çук) ялта “Шастри” тесе чĕнетчĕç. Мĕншĕн çапла каланин тупсăмне пĕлме йывăр мар. Шастри Инди премьер-министрĕ пулнă. Ăна телевиденипе такам та курнă пулĕ. Кĕлеткипе вăл лутакаччĕ, хăйне вăр-вар тытнă пек кăтартатчĕ. Васнарти Веня вара хул-çурăм енчен çав çынна аса илтернĕ. Çавăнпа каланă та ĕнтĕ ăна Шастри тесе.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика