АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ йĕркепе палăртаççĕ

22 июля 2008 г.

 

Патшалăх кадастр хакне палăртма ялсенчи мĕн пур çĕр участокĕсене, вĕсене мĕн тĕллевпе усă курнине кура, ушкăнсене уйăраççĕ. Тĕслĕхрен — нумай хутлă çурт тума, уйрăм çурт лартма, суту-илÿ обăекчĕсем валли, ял хуçалăхĕнче усă курма тата ытти те. Кашни ушкăн çĕр участокне уйрăм правилăсемпе (методикăпа) хаклаççĕ тата вĕсен кадастр хакĕн кăтартăвĕ пур.

2008 çулччен çĕр налукне шутланă чух 2002 çулта ирттернĕ тата 2003 çулта çирĕплетнĕ çĕрĕн патшалăх кадастрĕн хакĕн кăтартăвĕсемпе усă курнă. Граждансен хушма хуçалăхĕнчи çĕр участокĕсем çинче ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕр участокĕсен кадастр хакĕн кăтартăвĕсене тĕпе хунă. Вĕсем вара уйрăм çурт лартма уйăракан участоксен кадастр хакĕнчен темиçе хут пĕчĕкрех пулнă.

2007 çулта ялсен çĕрĕсен патшалăх кадастрĕн хакне Раççейри Экономика аталанăвĕн министерстви 2007 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче çирĕплетнĕ Методика кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн тунă. Ун тăрăх ялсенче уйрăм çурт-йĕр лартма тата килти хушма хуçалăха йĕркелесе яма панă çĕр участокĕсене уйрăм çурт-йĕр лартмалли участоксен пĕр ушкăнне кĕртнĕ тата вĕсен кадастр хакне пĕрешкел правилăсемпе палăртнă. Çавăнпа та ялсенчи уйрăм çурт-йĕр лартма тата хушма хуçалăх тытма панă çĕр участокĕсен кадастр хакĕсем (çĕр налукĕ те ĕнтĕ) 1 тăваткал метр лаптăкшăн 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕр пек.

2007 çулта çĕрĕн патшалăх кадастр хакне тунă чух çĕр участокĕсене рынок хакĕсене пĕлтернисене ( юлашки 5 çул хушшинче рынок хакĕ 3 хут ытла ÿснĕ) тата çĕр участокĕсене пырса тивекен ытти факторсене (ялсене газ кĕртни, транспорт сетьне хывни, шыв пурри, хуларан, районтан миçе çухрăмра вырнаçни тата ытти те) шута илнĕ. Унччен тата кадастр хакне тунă чух унăн виçине куç кĕрет пĕчĕклетнĕ пулнă.

РФ Налук кодексĕ тăрăх вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çĕр налукĕн ставкине çĕр кадастрĕн хакĕнчен процентпа палăртаççĕ тата, налук тÿлекене йывăра кĕртсе ÿкерес мар тесе, çак ставкăна пĕчĕклетме те пултараççĕ.

Ялсенчи çĕр участокĕсен кадастр хакне вĕсен кадастр номерĕсем тăрăх Интернет-страницăра www.r 21kаdаstr.ru адреспа тупма пултаратăр. Çавăн пекех хăвăр çĕр участокĕн кадастр хакĕсем çинчен пĕлтернисене Раççей Куçман пурлăхĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн çĕр участокĕ вырнаçнă çĕрти структура подразделенине заявлени парса пĕлме пулать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика