22 июля 2008 г.
Хăть мĕнле каласан та çĕнни патне ăнтăлни ĕçре пулăшатех. Акă, иртнĕ çул пирĕн фермăра “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕ шучĕпе ĕне витине реконструкцилесе çĕнетрĕç. Çакна палăртмалла: тĕлĕнмелле кĕске вăхăтра юсав ĕçĕсене вĕçлесе, Çĕнĕ çул валли витене ĕçе кĕртрĕç. Вăл пирĕн коллектившăн калама çук пысăк парне пулчĕ. Çав ĕçсене туса ирттернипе ĕне сăвакансен ĕçĕ темиçе хут çăмăлланчĕ. “Чăн-чăн рая кĕрсе ÿкрĕмĕр”, теççĕ вĕсем хăйсем те. Ара, çаплах пулса тухать, мĕншĕн тесен ĕçсене, пĕтĕмĕшле илсен, механизациленĕ. Халĕ сĕте унчченхи пек витресемпе йăтмаççĕ, ĕне сумалли аппаратсене çуса тасатас хуйăх çук, тата ытти те. Витере ăшă та çутă. Ĕнесене те лайăх, вĕсене тата урăх мĕн кирлĕ?! Апат. Ăна вара çителĕклех хатĕрленĕ.
Çĕнĕ технологипе ĕçлесси çине куçни, выльăхсем валли пахалăхлă апат ытларах хатĕрлени (ку ĕçе ĕне сăвакансем хăйсем те хастар хутшăннă) ĕнесен продуктивлăхне чылай ÿстерме май пачĕ. Çăва ăнăçлă тухрăмăр. Çу кунĕсем те лайăх иртсе пыраççĕ. Халĕ ĕнесене уйра тата çаран çинче çитерсе çÿренисĕр пуçне ешĕл курăк çулса килсе паратпăр. Кунсăр пуçне вĕсен рационĕнче салат пăттипе пусыпка пур. Салат пăтти кашнин пуçне — 5, çăнăхĕ вара 1,5 килограмм тивет. Продукци фермăран чи лайăх сортпа каять.
Паянхи кун çине тăрсах сенаж хатĕрлетпĕр. Унта йăлана кĕнĕ йĕркепе ферма ĕçченĕсем те май килнĕ таран хутшăнаççĕ. Унсăрăн епле-ха, алă вăйĕ тивĕçмест вĕт халĕ хуçалăхра. Тĕслĕхрен, июлĕн 7—9-мĕшĕсенче ферма ĕçченĕсем ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 10 сехетченех сенаж çинче пулчĕç.
Александр Карпов водитель — симĕс масса турттарнă, Владислав Филиппов механизатор — КПС-5Г косилкăпа çулнă, Юрий Иванов тракторист “Полесье” комбайнпа курăка пухса вĕтетнĕ çĕрте хастар. Александр Матвеев тракторист Т-150К массăна таптаса пусăрăнтарса тăрать. Сенажĕ пахалăхлă пултăр тесе унта тăвар, кĕвелĕк хушатпăр. Ку таранччен 700 тонна сенаж хывма ĕлкĕртĕмĕр. Курăкне Именкасси тăрăхĕнчен те çулса илсе килтĕмĕр. Хуçалăх утă тума карайсенчен тепĕр 40 гектар илесшĕн. Апатне хĕл каçма ытлăн-çитлĕн хатĕрлес тетпĕр мар-и.
Çамрăк пăрусене çуллахи лагере кăларнă. Пушмак пăрусене валли те меллĕ вырăн туса патăмăр. Витесенчен кăларнă кормушкăсене карта хĕррипе лартса тухса хăйне май столовăй йĕркелерĕмĕр. Симĕс масса çулса килсен çав кормушкăсем çине хурса паратпăр, питĕ меллĕ, вăл ытлашши тăккаланса пĕтмест.
Çу кунĕсем — витесене юсаса хĕле хатĕрлемелли лайăх вăхăт. Ĕнесем патĕнче ун пек ĕçсем çук. Анчах пăрусен витинче çителĕклех. Унта маччана лутралатмалла, урай хăмисене тĕпрен çĕнетмелле, тăрăна та йĕркене кĕртмелле.
Кăçал мана паха кабинет туса пачĕç, евроюсав ĕçĕсене ирттерсех. Ферма ĕçченĕсем валли те ĕлĕкхи пек хĕрлĕ кĕтес пулать. Ăна çак кунсенчех туса пĕтереççĕ. Унта та çутă та таса, пĕр сăмахпа каласан, пирĕн ĕç условийĕсем çеç мар, кану условийĕсем те лайăхланса пыраççĕ. Çавăн пек тăрăшаççĕ хăйсен ĕçченĕсемшĕн хуçалăх ертÿçисем.
Эпир те, çавна шута илсе, сĕт нумайрах туса илсе хуçалăха тупăш ытларах кÿрес тесе çине тăрсах ĕçлетпĕр. Пирĕнтен хăть çавăн пек пулăшу пултăр тетпĕр мар-и?!