АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур çулхи кăтартусем çакăн пек

22 июля 2008 г.

 

Ытти çĕрти евĕрех, эпир те хамăрăн патшалăх учрежденийĕнче 2008 çулхи пĕрремĕш çур çулăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр. Çак тапхăрта экономикăра, социаллă сферăра ырă улшăнусем пулнă май, ĕç рынокĕнчи лару-тăру аван йĕркеленсе пычĕ.

Январь — июнь уйăхĕсенче пирĕн учрежденине ĕç шыраса 493 çын пынă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 8 çын (1,6 процент) сахалтарах. Çак категорире хĕрарăмсем тата 14—29 çулсенчи çамрăксем уйрăмах нумай. Кунпа пĕрлех çакна палăртмалла: кăçал вĕренÿрен пушă чух вăхăтлăх ĕçе кÿлĕнес текенсен хисепĕ 10 процент таран ÿсрĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, пуçламăш тата профессиллĕ вăтам пĕлÿ илсе тухнисен хисепĕ — икĕ, предприятисемпе организацисене пĕтернĕ, штатсене чакарнă хыççăн ĕçсĕр юлнисен йышĕ виçĕ хут чакрĕ. Çапла вара кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн патра ĕçсĕр тесе 112 çынна учета илнĕ (пĕлтĕр 115 пулнă). Регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,17 процентпа танлашрĕ. 2007 çулхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсемпе танлаштарсан, кăçал пирĕн служба органĕсем витĕм кÿрсе ĕçе вырнаçнисен хисепĕ ÿсрĕ, 421 çынпа танлашрĕ. Обществăлла ĕçсене 77 çынна явăçтарма май килчĕ, вĕсенчен 44-шĕ — хĕрарăмсем, 8-шĕ ултă уйăх ытла ĕçсĕр тесе учетра тăракансем. Обществăлла ĕçе хутшăннисенчен 54-шĕ ĕç укçипе пĕрлех ĕçсĕрлĕхшĕн паракан пособие те илнĕ. Çакă çемье бюджетне кăштах лайăхлатма май панă та.

Отчетлă тапхăрта ĕç шыранă çĕрте йывăрлăх тÿсекен 1 инвалидпа пенси çулĕсене çывхаракан 4 çынна ĕçе вырнаçтарма май килнĕ.

Çулленех эпир 14—18 çулсенчи яш-кĕрĕме вăхăтлăх ĕç тупса парас тесе тăрăшатпăр. Акă кăçалхи ултă уйăхра çапла майпа 307 хĕрпе каччă ĕç тупма пултарчĕ. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 10,8 процент ытларах. Пирĕн служба органĕсем пулăшнипе Трак енри 10 çынна республика тулашне ĕçе яма май килнĕ. Январь — июнь уйăхĕсенче 1051 çынна, вăл шутран 14—29 çулсенчи 720 çамрăка, 15 инвалида профориентаци çăмăллăхĕсем панă. “Ĕç шыракансен клубĕ” тата ĕç рынокĕнчи социаллă адаптаци программăсене 11-ĕн хутшăннă, каярах 2-шĕн ĕç тупма май килнĕ.

Эпир кăçал та ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене хамăртан пур енлĕ пулăшу кÿрес тесе çине тăратпăр. Акă, 20 çын предприниматель ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе консультаци тата методикăлла пулăшу илчĕç, 1 çынна документсем йĕркелеме, штамппа пичет хатĕрлеме укçа-тенкĕ енчен пулăшнă. “Вĕрентÿпе методикăн “Аспект” центрĕн” тата “Бизнес технологийĕсен шкулĕн” никĕсĕ çинче “Харпăр хăй ĕçне мĕнле пурнăçламалла?” ятпа семинар занятийĕсем йĕркеленĕ, унта ĕçсĕр юлнă 20 çын хутшăннă.

Çулталăк пуçланнăранпа эпир 30 çынна вĕренме янă. Паянхи ĕç рынокĕ ыйтакан профессипе тата 25 çын пĕлÿ пухма кăмăл тунă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика