22 июля 2008 г.
Июлĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ информаци кунĕнче пирĕн ушкăн (унта район администрацийĕн социаллă аталану секторĕн заведующийĕ В. Лукин, райадминистрацин финанс пайĕн ертÿçи Р. Николаева, вĕрентÿ пайĕн ертÿçин çумĕ М. Голубев, районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен пайĕн инспекторĕ М. Татмина тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Шывпуçпе Алманч тăрăхĕсенче пулчĕ.
Шывпуçне çитсен кунти тĕслĕх библиотекăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр. Ăшшăн йышăнчĕ пире вулавăш ертÿçи З. Ильина. Зоя Васильевна вунă çул хушши Алманч библиотекинче вăй хунă, 1984 çултанпа пĕр улшăнмасăр кунта тăрăшать.
Вулавăшра çутă та таса. “Гривень” строителĕсем юсав ĕçĕсене япăх мар ирттернĕ. Тен, çавăнпах библиотекăран çын татăлмасть. “Пĕччен ĕçлетĕп пулин те, çу кунĕсенче пĕр кун та вулавăш алăкĕсем хупă тăман, — тет З. Ильина. — Çитменнине пирĕн уйăхсерен тÿлевлĕ çăмăллăхсен планне те тултармалла-çке”.
Паян библиотека фондĕнче 7 пин ытла кĕнеке. 400 ытла вулакан çÿрет библиотекăна. Çу кунĕсенче вара хуларан ку тăрăха канма, сывлăха çирĕплетме килнисемпе пĕрле 70 ытла ача вулавăш çăмăллăхĕсемпе усă курать. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан вара Шывпуçĕнчи тĕп пĕлÿ паракан шкулпа тачă çыхăнса ĕçлет библиотека. Кунта учительсен, вĕренекенсен вăйĕпе вуншар мероприяти йĕркелеççĕ. Вĕсене ирттерме условисем çителĕклĕ: компьютер, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор, видеоплеер, электронлă дисксем, библиотекăна çырăнса панă чăвашла тата вырăсла хаçат-журналсем пур.
Шывпуç ял администрацине пĕтерсен кунти пÿлĕмсем пĕр вăхăт пушах тăнă. Иртнĕ çул вара унта аякран килнĕ предпринимательсем, реконструкци туса, çĕвĕ цехĕ уçнă. Çапла майпа вырăнти 15 хĕрарăм ĕç вырăнĕ тупма пултарнă. Вĕсем предприятисем валли ĕç тумтирĕсем çĕленĕ. Шел, савăнăç нумая пырайман: тĕрлĕ сăлтавсене пула цех çур çултан хупăннă.
Шывпуçĕнчи кану çуртне ял тăрăхĕн специалисчĕсем, культура ĕçченĕсем, вырăнти актив пухăнчĕç. Вĕсен умĕнче чи малтанах В. Лукин тухса калаçрĕ.
“Информаци кунне “Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умĕнче ялсене тирпей-илем кĕртес, йывăçсем лартса хăварас, халăха пахалăхлă çăмăллăхсем кÿрес, тăван тавралăха сыхлас енĕпе тăракан задачăсем çинчен” ыйтăва кĕртсе питех те тĕрĕс тунă, — терĕ Вячеслав Николаевич. — Кăçал Республика Кунĕн мероприятийĕсем Муркашпа Йĕпреçре иртрĕç. Июлĕн 15-мĕшĕнче Культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерстви йĕркеленипе Муркашра культура ĕçченĕсен республика пĕлтерĕшлĕ семинарĕ иртрĕ. Унта мансăр пуçне О. Дуйсембаева (халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ), В. Николаева (Чатукасси), Р. Осипова (Упи) хутшăнчĕç. Район центрĕнче çеç мар, ял тăрăхĕсенче те (эпир Çатракасси ял тăрăхĕнче пулса куртăмăр) тирпей-илем хуçаланать, пур çĕрте те клумбăсенчи тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ”.
Вячеслав Николаевич кÿршĕсенчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕ. Çынсемпе ĕçлеме, вĕсене хăв хыççăн илсе кайма пĕлсен лайăххине чылай пурнăçлама пулать. В. Лукин пĕр тĕслĕх илсе кăтартрĕ. СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕн, Раççей халăх артисчĕн, Чăваш тата Дагестан АССРĕсен искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Ф. М. Лукин композиторăн 95 çулхи юбилейĕ умĕн Çавалçырма ялне тирпей-илем кĕртме ваттисем çеç мар, 11 вĕренекен те алла кĕреçе, сенĕк тытса тухнă.
Информаци кунне хутшăннисем финанс пайĕн пуçлăхĕн Р. Николаеван сăмахĕсене те тимлĕн итлерĕç.
— Кăçал район бюджетĕнче трпей-илем ыйтăвĕпе 7200 пин тенкĕ пăхса хăварнă, вăл шутран урамсене çутăпа тивĕçтерме 1026 пин, республика бюджетĕнчен хушма укçа панипе хĕл тапхăрĕнче çул-йĕре тасатса тăма, юсав ĕçĕсене пурнăçлама 4500 пин тенкĕ, — терĕ Роза Александровна. Ку тĕллевпе Алманч ял тăрăхĕнче 436 пин тенкĕ уйăрнă, çур çулта 63 пин тенкипе кăна усă курнă.
Залра культура ĕçченĕсем чылай пулнăран вĕсене ку тытăмри лару-тăру та интереслентерчĕ. Пĕлтĕр бюджетра “Культура” статьяпа 8300 пин тенкĕ уйăрнă пулсан, кăçал 10630 пин тенкĕ пăхаççĕ. Çав укçаран 6031 пин тенки ĕç укçи тÿлеме, 1300 пин тенкĕ культура учрежденийĕсене хутса ăшăтма каять. Ку çул кану çурчĕсемпе клубсенче 1300 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттерме пăхнă. Сăмах май Алманчри кану çурчĕн тăррине тĕпрен çĕнетнĕ, маччана юсас ыйтусем тăраççĕ.
Вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Голубев сăмах илсенех ун патне çакăн пек ыйту пулчĕ: “Çитес вĕренÿ çулĕнче Алманчпа Шывпуç шкулĕсенче мĕнле улшăну пулĕ?”
— Кăçал Шывпуç шкулĕнче 54 ача парта хушшине лармалла, саккăрмĕш класра 12 ача вĕренмелле. Шкулсен статусĕ улшăнмасан вĕсем хальлĕхе паянхи евĕрех ĕçлесе пырĕç, — терĕ Михаил Дмитриевич.
Пирĕн ушкăн çула май Алманч вăтам шкулĕнче пулса курчĕ. Кунта халĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Сăрă ĕçĕсене пурнăçлама вĕрентекенсен пĕр ушкăнне отпускран чĕнсе илнĕ. “Палăртнă ĕçсенчен çуррине яхăн пурнăçларăмăр”, — тет О. Дмитриев директор.
М. Татмина аслă лейтенант сăмахĕсенчи хăш-пĕр цифрăсем те шухăша яраççĕ. Кăçалхи çур çулта ку тăрăхра 7 преступление, право йĕркине пăснă 121 тĕслĕхе шута илнĕ, преступленисене ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекен, хăйсене япăх енчен кăтартакан çемьесенче тунă. Обществăлла вырăнсенче 72 çынна ÿсĕрле тытса чарнă, сăмакун, спиртлă ытти хаяр шĕвек сутакан 5 çынна тупса палăртнă. Спирт сутакансене хуракан штрафа ÿстерме ыйтрĕ Л. Егорова. “Пенси, ытти çăмăллăхсем панă кун çав виçене вĕсем 2—3 хут та ирттереççĕ”, — терĕ вăл.