АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул фонтанпа çеç илемлĕ мар... çĕнĕ технологисем пуррипе те

22 июля 2008 г.

 

Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Трак енре, республикăри ытти район-хулари пекех, черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Информаци ушкăнĕсем ял çыннисем умĕнче “Республика Кунĕн 2008 çулхи итогĕсем: обществăлла политика тата социаллă-экономикăлла эффекчĕ”, “Вырăнти хăй тытмлăх органĕсен ялсене тирпей-илем кĕртес, йывăçсем лартас, халăха пахалăхлă çăмăллăхсем парас, тăван тавралăха сыхлас тĕлĕшпе тăракан задачисем” тата “Чăваш Республикинчи муниципаллă йĕркелÿсен стратегилле аталанăвĕн енĕсем” темăсене хускатрĕç.

Çав кун район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н. И. Антонов, Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В. В. Матвеев, район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Н. Лебедев тата çак йĕркесен авторĕ Упи ял тăрăхĕнче пулчĕç. Ку йыша каярахпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Я. Григорьев хутшăнчĕ. Информаци ушкăнĕ малтанах Упи вăтам шкулне (директорĕ — Ю. В. Федоров) çитрĕ. Унта 174 ача вĕренмелле. Шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеççĕ халĕ, сăрлаççĕ, ытти юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ.

“Паян ĕлĕкхи пек ĕçлеме пултараймастпăр. Çĕнĕлĕхсем (компьютер, Интернет), инновацилле ытти технологисем пурнăçа çирĕппĕн кĕрсе пыраççĕ. Акă, шкулти тата ялти тĕслĕх библиотекăсем мероприятисене вĕсемпе усă курса йĕркелени те савăнтарать”, терĕ министр çумĕ, Пĕрлехи информаци кунĕн темисене çутатнă май.

Николай Илларионович вара ялсен сăн-сăпатне улăштарас енĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсен кашни çын чун-чĕрине çĕнĕ варкăш вĕрсе кĕртмеллине, хальлĕхе уписем те тасалăхпа мухтанма пултарайманнине палăртрĕ. “Упи шкулĕ РФ Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх Грантне, кунти библиотека, Раççей шайĕнчи конкурсра мала тухса, 600 пин тенкĕне тивĕçрĕç”, пĕлтерчĕ Н. И. Антонов. Апла пулсан, уписем татах та лайăхрах ĕçлеме пултарасса шанас килет.

Тĕл пулура (унта 33 çын хутшăнчĕ) тирпей-илем, çĕр пайĕсем, ялти фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеттерсе ярас, ача сачĕн çурчĕн тăррине юсас, картине çĕнĕрен тытас ыйтусем тавра милицин участокри уполномоченнăйĕ Г. Т. Алексеев, “Пинер” хуçалăх ертÿçи Ю. В. Степанов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Я. Григорьев тата ытти тухса каларĕç.

Информушкăн членĕсем шкул пахчинче (мĕн кăна çитĕнтермеççĕ-ши сăнав участокĕнче?), кунти тата ялти тĕслĕх библиотекăсенче, Упири кану центрĕнче пулнă хыççăн ялти ятарлă шкула (директорĕ — Ю. А. Васильев) çитрĕç, кунта ĕçлекенсемпе тĕл пулу йĕркелерĕç, В. В. Матвеевпа Н. И. Антонов информаци кунĕн темисемпе тухса каларĕç. “Проблемăсем çук мар. Ачасен йышĕ чакать. Пĕр енчен лайăх-ха ку, тепĕр енчен... çынсене ĕçпе тивĕçтерессипе ыйту тухса тăрать. Ачасемпе уйрăммăн ĕçлесси тĕпре. Тинтерех çеç-ха пирĕн шкулта ученăй, психолог, режиссер, сценарист, Раççейри Вĕрентÿ Академийĕн член-корреспонденчĕ, Раççей театр ĕçченĕсен Союзĕн членĕ Ю. А. Тя-сен вăй хума тытăнчĕ. Юрий Алексеевич йыша ăнăçлă кĕни куç умĕнчех. Тĕрĕссипе, хамăр хуранти сĕткенре хамăрах пиçĕхетпĕр”, терĕ директор. Ырă улшăнусем вара кунти кашни утăмрах: шкула кĕнĕ çĕрти фонтанран тытăнса чаплă пÿлĕмсем таранах.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика