18 июля 2008 г.
Ял авалран йыт-качкасăр пулман. Халапсенче, ав, мăшăрсем пĕрремĕш çемье кăвайчĕ тивертсенех вĕсем патне йытă пынă пулать те хăйсен йышне илме сĕннĕ, вĕсен туприне упрама пулнă имĕш. Мăшăрсем килĕшнĕ.
Йытă ялта хисеплĕ чĕр чун йышне кĕнĕ. Чăн та, ăна усрама пултарайман (ахăр, кăмăлĕ пулман, пур вĕт çĕр çинче чунсăрсем) та пулĕ. Çапах та йытăсăррисем те çав чĕр чунран юп курнă вĕт-ха! Апăрша анчăкĕ хăйне сивĕ куçпа пăхакан туприне те хăйне тăрантараканни пекех упранă-çке. Вăрă-хурах çĕрле çÿрет. Йытă вара каçпа икĕ хăлхине те уçă тытать. Кÿршĕ килĕ-çурчĕ, карти-хури, вити-картишĕ çумĕнче вăрă-хурах йăпшăнса хура ĕç тунине сиссе вĕрет. Вăрра сисчев — лектерет, тартать. Мĕн чухлĕ шута илмен ырă ĕç тунă чапсăр, ятсăр “дворняшка” ял çыннине?
Эпĕ яланах йытă тытнă. Сăнчăра лартман. Пĕчĕкрен çынна, иртсе çÿрекене “Ан вĕр!” тесе çитĕнтернĕ. Чăн та, йытă "хытă", чурăс чунлă çынна шăршăпах уйăрать. Сумка тулли çимелли пулсан ун патне чупса пырать. Лешĕ вара тÿрех “хурах” кăшкăрать, çапкалашать.
Ĕçлĕ ĕмĕрĕн виçĕ чĕрĕкне ял урамĕсем тăрăх утрăм. Районта çитмен ял хăвармарăм. Пĕр йытă та мана "хам" тесе курмарĕ. Эпĕ йытта çемье пайташĕ вырăнне хунă. Хуратăп та. Икĕ çул çине-çинех пирĕн “çемье тусне” вĕлерчĕç.
Тĕлĕнетĕп. Епле тискерленсе пыратпăр. Кам сыхлĕ ялти лăпкăлăха пирĕн "чĕлхесĕр юлташсем" пулмасан?