18 июля 2008 г.
Кампа калаçрăм... Пĕлеймерĕм
Çула тухатăн тем те куратăн, илтетĕн. Карай ялĕнчи тĕл пулусем çинчен çырас килчĕ.
Ялăн тĕп урамĕпе пынă чух çулĕпе çамрăках мар хĕрарăм куç тĕлне пулчĕ. Кил умĕнче тăрмашать хăй. Аллинче кĕреçе. Çуртпа карта-хура таврашĕнчи хупахсене касать. Кач! Кач! тутарать.
— Пĕтĕмпех хупласа лартрĕç вĕт. Ура тупанĕ пусмалăх та вырăн çук. Фу! — тарлă пит-куçне çанă вĕçĕпе шăлса илчĕ çакă. — Лачкам пултăм.
— “Урам сăн-сăпачĕшĕн тăрăшатăр ĕнтĕ. Капла кил-çурт таврашĕ те таса, — сăмах хушрăм пикенсех ĕçлекенскере. — Вăй патăр!
— Вăйĕ… мĕн… — кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ хĕрарăм. — Упăшка пулăшаймасть çав.
— Упăшку мĕн ятлăччĕ-ши? Хăвăрпа паллаштарăр-ха? — ыйтуллăн пăхрăм ун çине. — Мĕн ятлă ?
— Ячĕ-шывĕ тарам-ха. Упăшки вăл таçта çÿрет… — кĕреçипе пикенсех качлаттарчĕ хĕрарăм. — Манăн хупахсене кăкламалла.
Ял урамĕпе малалла утрăм. Кампа калаçрăм эпĕ… Пĕлеймерĕм.
Аккăшĕ
Анкартинче пĕр ватă ĕçлет. Çĕр улмин рет хушшисене кĕреçепе кăпкалатать. Натали кинемей ку. Çăмăлах мар çав çĕр ĕçĕ. Çитменнине çамрăках та мар-ха вăл.
— Кăçалхи августăн 16-мĕшĕнче 92 çул тултаратăп вĕт. Çĕр ĕçĕпех ватăлтăм ялта. Çак кил-çуртрах ĕмĕрĕм иртрĕ пуль, — тет Наталия Сергеевна Сергеева. — Кинпе пĕрле пурăнатпăр.
Кинĕ те çамрăках мар-ха унăн. Екатерина Павловна — 82-ре. Натали кинемин шăллĕн арăмĕ вăл.
— Икĕ хĕр те икĕ ывăл çитĕнтĕмĕр. Пурăнаканнисенчен эпĕ кăна тăрса юлтăм. Хама халь аванах туятăп-ха. Вăй-хал çитнĕ таран анкартинче кăштăртататăп-çке. Пăхăр-ха, суханпа помидор йăранĕсем епле паха. Кăпăшка, пĕр çум курăкĕ те çук, — хăй хĕпĕртенине пытараймасть ватă. — Ытти çулсенче çава та алăран яман…
Карайри хисеплĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕн — Константин Сергеевич Сергеевăн аккăшĕ — Наталия Сергеевна. Район хаçатне юратса вулать. Çавăнпа та юратсах çырăнать.
— Вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? — кăсăклантăм эпĕ. — Ăнлантармăр-ши?
— Çынпа чун-чĕре ăшшиллĕ пулни. Тарăхманни, тавлашманни, — хуравларĕ Натали кинемей.
Тĕрев
Карайри Тĕп урамри тепĕр йывăç çурт умĕнче курнăçрăм ватăпа. Туя çине таяннă пĕчĕкрех карчăк. Кăштах уçăлмалла урама тухнă.
— Сывлăх пултăр сире, — сăмах хушрăм ăна. — Сывлăх пултăр.
— Тĕрев çумрах манăн. Сывлăхĕ те ав, туяпа пĕрле, — куçĕсене мăчлаттарчĕ Анна Митрофановна Митрофанова. — Тĕрев çумрах…
Ку тăрăхра ĕçлесе ватăлнă вăл. Виçĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Пархатарлă ĕçшĕн “Ĕç ветеранĕ” медале тивĕçнĕ. Халь А. Митрофанова — 87 çулта.