18 июля 2008 г.
Районăн кăçалхи чемпионатĕнче тăватă ял тăрăхĕнчи 7 команда выляма килĕшрĕ. Пĕрремĕш турта “Пикшики” команда килте “Вольника” 0:6 шутпа выляса янă. Мечĕксене Денис Тян — 4 , Алексей Павлов 2 тапса кĕртнĕ. “Исаково” хăнара “Спартăна” 4:0-пе, “Союз” “ХХI века” 3:2 шутпа парăнтарнă.
Иккĕмĕш турти вăйăсем çапла вĕçленнĕ: “Факел” — “Союз” 3:1, “Исаково” — “ХХI век” 2:0, “Пикшики” — “Спарта” 4:2.
Виççĕмĕш тур кăтартăвĕсем: “ХХI век” — “Факел” 0:0, “Исаково” — “Пикшики” 0:0, “Союз” — “Вольник” 5:4.
Тăваттăмĕш тур кăтартăвĕсем: “Союз” — “Спарта” 6:1, “Вольник” — “Факел” 2:2, “Пикшики” — “XXI век” 2:0.
Тăватă тур хыççăн 9 очкопа “Союз" малта пырать. “Исаковопа” “Пикшикин” — 7-шер, “Факелăн” 5 очко. Денис Тян (“Вольник”) — 7, В. Филиппов (“Союз”) 6, Алексей Павловпа (“Вольник”) Сергей Николаев (“Союз”) 4-шар мечĕк тапса кĕртнĕ.