АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен спартакиадинче

18 июля 2008 г.

 

Июлĕн 12-мĕшĕнче Муркаш районĕ Чăваш Республикинчи патшалăх, федераллă территорири тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен VII Спартакиадин çуллахи тапхăрне хутшăнакан командăсене йышăнчĕ. Унта пирĕн район администрацийĕн мĕн пур тытăмĕнчи подразделенийĕсенчи 30-а яхăн ĕçчен хутшăнчĕ.

Яланхи пекех, ку ăмăртура çемьесенчен Васильевсен çемйи палăрчĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн жюрийĕ красноармейскисем йăла ыйтăвĕсене епле йĕркеленине пысăка хурса хакларĕ, конкурслă блюдо хатĕрлессипе иккĕмĕш вырăна пире пачĕ.

Пĕрремĕш турта пирĕн канат туртакан арçынсем Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн командине çĕнтерчĕç. Анчах та иккĕмĕшĕнче пулас çĕнтерÿçĕне — Вăрнар район администрацийĕн командине выляса ячĕç.

Централизациленĕ бухгалтери бухгалтерĕ И. Васильева, информатика тата физкультурăпа спорт секторĕсен заведующийĕсем В. Никифоровпа А. Лебедев хутăшла эстафетăра тупăшрĕç: чупассипе, ишессипе тата велосипедпа ăмăртса чупассипе.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика