18 июля 2008 г.
Пĕрремĕш çур çул хыçа юлчĕ. Унăн кăтартăвĕсем пирки мĕн калама пулать-ха? Трак енре физкультурăпа сывлăха çирĕплетес тата спортпа массăллă ĕç 2007 çул вĕçĕнче йышăннă “Красноармейски районĕнче 2007—2010 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси” районти тата ял тăрăхĕсен тĕллевлĕ программисемпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Мĕн пур мероприятисем районти тата республикăри Пĕрлĕхлĕ календарь планĕсемпе палăртнă пек иртеççĕ. Физкультурăпа массăллă ĕçсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене районти физкультура активĕн мартăн 18-мĕшĕнче иртнĕ канашлăвĕнче пăхса тухнă. Унта Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин представителĕ те хутшăннă. Çавăн пекех çÿлерех асăннă ыйтусене вĕрентÿ пайĕн Канашĕн, спортăн тĕрлĕ енĕсен обществăлла федерацийĕсен (йĕлтĕрпе — 3 , çăмăл атлетикăпа тата футболпа 2-шер хут) ларăвĕсенче, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, шкул директорĕсен çумĕсемпе шкулсен çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсен начальникĕсен канашлăвĕсенче сÿтсе явнă.
Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхне, çавăн пекех шкулсемпе спортсменсем, тренерсем хушшинче çуллен смотр-конкурссем ирттересси пирки район пуçлăхĕ йышăну кăларнă.
Физкультурăпа массăллă ĕç шкулсемпе ял тăрăхĕсенче мĕнле пулса пынине кварталсерен пĕтĕмлетсе пынă, тишкерĕвĕн кăтартăвĕсене ертÿçĕсем патне çитерсе панă.
Шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсенче, шкулсенче вĕренÿ вăхăтĕнче, уроксем хыççăн тата каçхине, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе “Вольник” спортклубĕнче, Заволжски ЛПУМГăн физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексĕнче, “Факел” футбол клубĕнче, район администрацийĕн ĕç коллективĕсенче, Заволжски ЛПУМГра, районти шалти ĕçсен пайĕпе судра, Федераллă казначействăн уйрăмĕнче, 32-мĕш пушар хуралĕнче, “Цивильскмежрайгазăн” Красноармейскинчи участокĕнче, райпора тата ыттисенче физкультурăпа сывлăха çирĕплетес, спортпа массăллă ĕçсем йĕркелесе ирттернĕ. Занятисем вăхăтĕнче, мĕнле харпăрлăхра пулнине пăхмасăр, мĕн пур спорт залсемпе, уçă площадкăри спорт сооруженийĕсемпе усă курнă.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта спортăн 5 енĕпе район чемпионачĕсене, физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли 38 массăллă мероприяти ирттернĕ. Çав шутра футбол енĕпе —10, йĕлтĕрпе чупассипе, волейболпа — 7-шер, çăмăл атлетикăпа— 5, шашкăпа — 4, шахматпа, сĕтел çи тенниспа — 2-шер, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе — пĕр хут. Вĕсенче 4460 ытла çын вăй виçнĕ.
Кунпа пĕрлех спартакиадăсем йĕркелесе ирттернĕ, шкул ачисем хушшинче кăçал 12 ăмăрту пулнă, учительсем хушшинче —5, шкулсем çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем хушшинче спортăн 5 енĕпе, ял тăрăхĕсемпе, предприятисемпе тата организацисемпе — 5-шер.
Кашни ял тăрăхĕ хăйĕн территорийĕнче, ытти ял тăрăхĕсен физкультурникĕсене хутшăнтарса, ăмăртусем йĕркелесе ирттернĕ. Уйрăмах Карайра йĕлтĕрпе чупса пĕр тăван Григорьевсен, Яманакра пĕр тăван Львовсен призĕсене çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртусенче нумайăн вăй виçнĕ. “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ” районти ăмăрту пысăк массăлăхпа палăрчĕ. Футболла выляс енĕпе Пикшикпе Алманчра, Кĕçĕн Шетмĕре, волейболла Мăн Шетмĕри — пĕр тăван Львовсен, Еншик Чуллăра — Батраковсен призĕсене, Красноармейскинче ку ял тăрăхĕн пуçлăхĕн В. К. Шестаковăн кубокне çĕнсе илессишĕн пынă, Пикшикре — Максимова асăнса ирттернĕ турнирсем, кросс ăмăртăвĕ, район администрацийĕпе “Ял пурнăçĕ” хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн пынă эстафетăра тата ыттисенче массăллăх пысăк пулнă.
Районăн пĕрлештернĕ командисем йĕлтĕрпе чупассипе, волейболпа футболла выляссипе, хĕллехи тата çуллахи полиатлонпа, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, çăмăл атлетикăпа (çав шутра хăвăрт утассипе те), çăмăл атлетика кросĕпе иртнĕ республика чемпионачĕсене, çавăн пекех Çĕмĕрлере пулнă республикăри çуллахи ялти спорт вăййисене хутшăннă.
Шкул ачисен пĕрлештернĕ команди ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви ирттерекен Спартакиадăн 16 ăмăртăвĕнче вăй виçнĕ.
Пирĕн район спортсменĕсем Атăл çи федераллă округра спортăн 3 енĕпе ирттернĕ чемпионатсенче 7 призлă вырăн çĕнсе илнĕ (кунта Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ малта пырать), спортăн 5 енĕпе (йĕлтĕрпе чупасси, çăмăл атлетика, полиатлон, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, каратэ) Чăваш Республикин чемпионатĕнче 39 призлă вырăн çĕнсе илнĕ (ку тĕлĕшпе Красноармейски ял тăрăхĕ малта).
Трак енрен тухнă спортсменсенчен хăшĕ-пĕрисем Раççей пĕрлештернĕ командин йышĕнче тăраççĕ. Сăмахран, Людмила Архипована (вăл Дубовка ялĕнчен — çĕр-шывăн тĕп, Людмила Кузьминана (Яманак) — çамрăксен, Эдикт Хайбуллина — юниорсен, Оксана Хайбуллинана (иккĕшĕ те Кĕçĕн Шетмĕ) çамрăксен командисен йышне кĕртнĕ.
Ăмăртусене ирттерес тата командăсене район тулашĕнчи тупăшусене илсе кайса килес çĕрте бюджет, çавăн пекех бюджетлă мар çăлкуçсен укçи-тенкипе усă курнă.
Кăçал 152 шкул ачи — çитĕннисен, 630-шĕ çамрăксен спорт разрячĕн нормативне пурнăçланă. Ку енĕпе Карайпа Пикшик тата Мăн Шетмĕпе Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсем малта пыраççĕ.
Иртнĕ сезон кăтартăвĕсем тăрăх республикăри тата районти ăмăртусенче палăрнă 17 йĕлтĕрçĕпе 3 тренера йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕ 10 пин тенкĕ укçа парса хавхалантарнă. Районăн спорт пурнăçне активлă хутшăннăшăн Карайри пĕр тăван Григорьевсем кăçал шкултан вĕренсе тухнă 6 ачана укçан 3 пин тенкĕ преми панă.
Физкультурăпа сывлăха çирĕплетес ĕçе район администрацийĕн сайтĕнче, районти “Ял пурнăçĕ” тата республикăри “Советская Чувашия”, “Хыпар” хаçатсен страницисенче çутатсах тăнă.
Ял тăрăхĕсен спартакиадинче кăçалхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсемпе красноармейскисемпе уписем тата пикшиксем малта пыраççĕ пулсан, еншикчуллăсемпе кĕçĕншетмĕсем тата алманчсем вара — кайрисен йышĕнче-ха. Хыçра сĕтĕрĕнсе пыни, паллах, никама та чыс кÿмест. Апла пулсан еншикчуллăсемпе кĕçĕншетмĕсен, алманчсен, пулас ăмăртусене хастар хутшăнса, лару-тăрăва лайăхлатма тăрăшасчĕ.