АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ çын

18 июля 2008 г.

 

Павел Мефодьев (Мăн Павăл) — ĕçпе вăрçă ветеранĕ. 1943 çулхи ноябрьте нимĕç фашисчĕсемпе хаяр тытăçусем пынă чух ăна салтака илсе кайнă. Ванюшкасси каччи наступлени кайма хатĕрленекен е оборонăра тăракан çарсене сывлăшран тапăнасран хÿтĕлекен зенитлă-прожекторлă çар батарейинчи 85 миллиметр калибрлă тупă расчетне лекет. Ун чухне вăл 17 çула çеç кайнăскер çÿллĕ те патвар кĕлеткеллĕ каччă пулнă. Çавăнпа та ăна снарядсем парса тăма шанаççĕ. Нимĕçсен самолет-разведчикĕсем 2—3 километртан аяларахра вĕçме хăранă. Мăн Павăлăн салтак служби Харьков хулинче пуçланнă. Çĕнтерÿ кунне вара вăл Одер шывĕ хĕрринче кĕтсе илнĕ.

П. Мефодьев халĕ 82 çулта. Мăшăрĕпе Тоньăпа тата ывăлĕпе Юрăпа вăл капмар çурт лартрĕ. Çакăнта, паллах, патшалăх пулăшмасăр та пулмарĕ. “Нуль цикла” кăларма Кĕçĕн Шетмĕ ял Совечĕн администрацийĕ хĕрлĕ кирпĕч уйăрса панă.

Хальхи вăхăтра çак ĕçчен çемье килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх чылай усрать. Лаша та пур вĕсен.

Хĕрĕ Вутлан ялĕнче пурăнать. Вăл — медицина ĕçченĕ. Мефодьевсен пĕтĕмпе — тăватă мăнук тата мăнукĕсен виçĕ ачи. Вĕсене пурне те пурнăçра ырлăх-сывлăх сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика