АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусене пĕтĕмлетрĕç, задачăсене палăртрĕç

18 июля 2008 г.

 

Июлĕн 11-мĕшĕнче районта зоотехниксемпе ветеринари ĕçченĕсен, ферма заведующийĕсемпе техник-осеменаторсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта выльăх-чĕрлĕх отраслĕн тата ветеринари службин кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, выльăх апачĕ хатĕрлес тĕлĕшпе умра тăракан задачăсене палăртрĕç.

Кун йĕркинчи ыйтусемпе район администрацийĕн зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Г. Н. Матвеев, ветеринари службин тĕп врачĕ В. Ф. Николаев, районти ветстанцири лабораторири И. В. Правдина химик-технолог тухса калаçрĕç.

Районĕпе, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сĕт туса илесси 3,4 процент ÿснĕ, хуçалăхсен ĕне кĕтĕвĕ тепĕр 32 пуç чухлĕ пысăкланнă. Аш-какай туса илесси, пушмак пăрусемпе ĕнесене чуптарасси, пăру, сысна çури илесси чакнă тата ытти те.

Трак енри килти хушма хуçалăхсенче ĕне выльăхсен йышĕ 681 пуç чакнă. Ку, паллах, сĕт хакĕ тăрук йÿнелсе кайнипе те çыхăннă ĕнтĕ. Раççей Министерствинчи тата ЧР Ял хуçалăх министерствинчи яваплă çынсем темиçе уйăх каяллах ку продукцин хакĕ хăпармалли пирки калаçаççĕ. Шел, хальлĕхе ку ĕçпе çирĕпленсе пыни курăнмасть-ха. Çакă халăха пăшăрхантарать те.

Г. Матвеев вырăнсенче пахалăхлă сĕт (унăн хакĕ самай пысăкрах — автор) туса илес тесен çĕнĕ технологи çине куçса пымалли, тухăçлă ĕçлекен холодильниксем туянмалли (вĕсем паянхи кун “Караевопа” “Красное Сормово”, В. Васильева ХФХпа “Нивăра” çеç пур) пирки асăнчĕ.

Ĕнесен продуктивлăхĕ хуçалăх экономикине тĕреклетес çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен патшалăх сĕт нумай антаракан ĕнесемшĕн — çулталăкра ĕне пуçне вăтамран 3500 килограмм е ытларах сĕт суса илсен — хуçалăха укçа хушса тÿлет. Хальхи вăхăтра пирĕн районти 8 хуçалăх çав укçана илсе тăрать. Геннадий Николаевич çак йыша кăçал “Досаевопа” ”Волит” та, вĕсенче малашне те хальхи пек нумай сĕт суса илсен, кĕме пултарнине палăртрĕ. Кунпа пĕрлех вăл 2008 çул вĕçнелле районти хуçалăхсенче сăвакан ĕнесен хисепне 1500 пуçа çитерес тĕллев тăнине пĕлтерчĕ. Апла тăк апачĕ те ытларах кирлĕ. Продуктивлăха хăпартса пыма вăл пахалăхлă пулмалла. Çавăнпа та паян вырăнсенче выльăх апачĕ хатĕрлекенсен ку тĕлĕшпе технологине çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Сенаж-силос хывнă чух унăн пахалăхне лайăхлатма пулăшакан препаратсене — тăвар, кĕвелĕк — анлăн усă курмалла, массăна лайăх пусăрăнтарма тăрăшмалла, тракторсемпе таптасах тăмалла. Кун пирки канашлăва пухăннисене Г. Матвеев тĕп специалист-эксперт тепĕр хут асилтерчĕ. И. Правдина химик-технолог кăçал хатĕрленĕ хăш-пĕр утă пробисем чаплах марри çинчен пĕлтерчĕ. Вырăнсенче хатĕрленĕ мĕн пур апата (унăн 70 процентĕнчен кая мар) пробăсем илсе тĕрĕслеме памалли пирки каларĕ.

Кăçал кÿршĕллĕ районсенче уртаракан чире, Раççейĕн кăнтăр регионĕнче, Чечен Республикинче сыснасен Африка чумине тупса палăртнă. Çавăнпа та районти ветеринари службин тĕп врачĕ В. Николаев вырăнсенче ветеринари ĕçченĕсен питĕ сыхă пулмаллине, çав чирсене асăрхаттарас тĕлĕшпе, вĕсемпе кĕрешме яланах хатĕр тăмаллине палăртрĕ. Кунпа пĕрлех иртнĕ тапхăрти ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, вырăнсенче ветеринари участокĕсен укçа ĕçлесе илес тĕлĕшпе лайăхрах тимлемелли пирки асилтерчĕ. Хальлĕхе ку енĕпе Янкас ветучастокĕ (заведующийĕ Е. Васильева) ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика