18 июля 2008 г.
Шăмат кун, утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче, "Заволжский" клуб сцени çинче Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкне халалланă мăшăрланăвăн чи лайăх йăли-йĕркин республикăри конкурсĕн I тапхăрĕн шучĕпе çамрăк мăшăра регистрацилесси иртрĕ.
Ăна районти ЗАГС пайĕн заведующийĕ Е. Л. Павлова тата Э. Н. Антонова ертсе пыракан специалист йĕркелесе пычĕç. Авторсен шухăшлавне тĕпе хурса, çырăнтарăва икĕ чĕлхепе — вырăс тата чăваш чĕлхисемпе — таччăн çыхăнтарса ирттерчĕç.
Наци тумĕпе туйăмĕ те тĕпре пулчĕç. Шăпăр сассипе сцена çине амăшĕн тумĕпе ертсе пыракан тухса икĕ ратне — Харисановсемпе Федотовсем пĕрлешни пирки пĕлтерчĕ. Ун хыççăн çамрăк мăшăрăн ашшĕ-амăшĕ сцена çинче хисеплĕ вырăнсене йышăнчĕç. Регистрацине йĕркелесе пыракан çамрăксене юрату çăл куçĕнчи сиплĕ шыва тутанса пăхма сĕнчĕ. Вĕсемшĕн вара мăшăрланни çинчен калакан акта алă пусни, çĕрĕсемпе ылмашăнни, çемьен пĕрремĕш документне алла илни, пĕрремĕш ташă, ашшĕ-амăшĕсен пилĕ ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Чăвашсен "Аки-сухи" юрри янăранă хыççăн, савăнăçлă церемони вĕçленни çинчен пĕлтерсе, çамрăксем тÿпене шурă тĕслĕ мăшăр кăвакарчăна вĕçтерсе ячĕç, ку та таса, илемлĕ тата çирĕп юрату палли пулса тăчĕ.