18 июля 2008 г.
Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче хăй тытăмлăх район канашĕн черетлĕ анлă ларăвĕ пулчĕ. Унта канаш членĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Район пуçлăхĕ С. А. Николаев тата унăн пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов йĕркелесе пынипе ларура кун йĕркине кĕртнĕ виçĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.
Малтанах район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн ертсе пыракан специалисчĕ Ю. Иванов ялсен урамĕсенчи çул-йĕр сетьне тума проектпа смета документацине хатĕрлесси мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ку тĕлĕшпе пуçаруллăрах тата çаврăнăçуллăрах пулмаллине палăртрĕ.
Ялсене тирпей-илем кĕртес ыйтупа ларура тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçлекен районти комисси председателĕ С. Григорьев информаци пачĕ. Информацине шута илнĕ май, канаш членĕсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хушнă ĕçшĕн хăйсенчен çирĕпрех ыйтма кирлине, ку тĕлĕшпе ял старостисемпе тачă çыхăнура вăй хумаллине, тирпей-илем енĕпе пыракан районти смотр-конкурса материалсем хатĕрлесе тăратмаллине, предприяти-организаци ертÿçисен çирĕплетсе панă территорисенчи тасалăхпа йĕркелĕхшĕн кĕрешме коллективсен мĕн пур членĕсене явăçтармаллине кăтартса хăварчĕç. Район пуçлăхĕ С. А. Николаев ку ыйтупа тухса каланинчен: “Эрне кунсене санитари кунĕ тесе пĕлтертĕмĕр. Япăх хутшăнатпăр-ха унта. Районти комиссин хăйĕн те принциплăрах пулмалла, ларусенче тирпей-илемшĕн çине тăман ертÿçĕсене, выльăх-чĕрлĕхе урамра ирĕккĕн çÿретекенсене пăхса тухмалла, явап тыттармалла. Тирпей-йĕрке тума халăха анлăраххăн явăçтармалла, пултараймасан вара… урăх нимĕн те юлмасть, хамăрăн çанă тавăрса ĕçе кÿлĕнмелле. Йывăçсене час-часах хуçа-хуçа хăвараççĕ хăшĕ-пĕрисем. Автомашинăсене газонсем çине лартаççĕ. Кама та пулин айăпланă тетĕр-и? Çук. ГИБДДн районти уйрăмĕ те, ав, пĕлтĕрхинчен ку тĕлĕшпе япăхрах ĕçленĕ. Тирпей-илем енĕпе административлă ĕçсем те сахалтарах пăхса тухнă. Район хаçатĕнче вара илемсĕрлетекен вырăнсене ÿкерсе-çырса кăлармаллах. Йăлара пултăр ку”.
Канаш членĕсем — Чатукассинчи Ф. М. Лукин ячĕллĕ халăх музейĕн директорĕ Н. М. Матвеев тата “Вольник” спортклуб директорĕ А. Н. Григорьев та сĕнÿсем пачĕç ку енĕпе. Николай Матвеевич, сăмахран, ертÿçĕсене автобуссем çине лартса ялсене илсе кайма, тирпей-илемшĕн епле тимленине çапла майпа хаклама сĕнчĕ. Пурте килĕшрĕç.
Виççĕмĕш ыйтупа — хутса ăшăтмалли çĕнĕ тапхăра епле хатĕрленнипе район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн заведующийĕ Б. Иванов тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕн директорĕ В. Петров тухса каларĕç. Борис Михайлович пĕлтернĕ тăрăх, çак ыйтупа Трак енре республикăри семинар та йĕркеленĕ, апрельте район пуçлăхĕ ятарлă йышăну та тунă. Ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсенче мероприятисен планĕсене те çирĕплетмелле пулнă, шел те, вĕсене Красноармейски, Пикшик, Еншик Чуллă тата Карай ял тăрăхĕсем тăратман. Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Семенов ларура çакна хирĕçлерĕ-ха, “пур вăл пирĕн”, терĕ. Тем пекехчĕ.
“Чылай ĕçе пурнăçланă, чăн та, тумалли те сахал мар”, пĕлтерчĕ Борис Михайлович. Акă, çур çу иртрĕ пулсан та, ăшă сечĕсене пусăм вăйĕпе тĕрĕслес ĕçе (опрессовка) никам та туман-ха. Çакна валли пĕр РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ кăна заявка тăратнă. Б. Иванов ларăва хутшăннисене кăм (накипь) ларса тулнă пăрăх татăкне те кăтартрĕ, “ав мĕн патне илсе пырать пирĕн тимсĕрлĕх”, терĕ. Çухатусем те пысăкланаççĕ капла. Вăл район центрĕнчи 1-мĕшпе 2-мĕш котельнăйсемсĕр пуçне ыттисенче юсав ĕçĕсене самаях пурнăçламаллине палăртрĕ.
“Эпир хĕле хатĕрленмесĕр тăмастпăр. Парăм пуррисен йышĕ ÿсни пăшăрхантарать. Кайран тÿлетпĕр, теççĕ. Укçи-тенки вара хĕле хатĕрленме пире паян кирлĕ”, терĕ ларура пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн районти муниципаллă предприятийĕн директорĕ В. Петров. Владислав Лаврентьевич çирĕплетнĕ тăрăх, Красноармейски ял тăрăхĕн парăмĕ 252 пин тенкĕпе, Трак гимназийĕн 230 пинпе, Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулăн 226 пинпе, “Красное Сормово” хуçалăхпа “Жасмин” кафен 36-шар пин тенкĕпе танлашнă, юлашки иккĕшĕ пирки суда та материалсем хатĕрлесе тăратнă.
Ларура район администрацийĕн финанс пайĕн бюджет организацийĕсем тĕлĕшпе парăмсене татассине йĕркелемеллине палăртса хăварчĕç, çак ыйту патне тепĕр уйăхран каялла таврăнма кирлине протоколти йышăнăва кĕртрĕç.
Красноармейскинчи газ участокĕн начальникĕ Л. Филиппов газ пăрăхĕсене сиенлесрен асăрхануллă пулмаллине палăртрĕ. Кунашкалли республикăра 8 тĕслĕх вырăн тупнă пулсан, иккĕшĕ — Трак енре.