18 июля 2008 г.
Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Именкассинчи Молодежная урам уявĕ пулчĕ. Ăна ялти вăтам шкул директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ О. И. Арманова уçрĕ.
Уява пуçтарăннисене Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Т. Васильев паллă пулăмпа ăшшăн саламларĕ, ваттисене те, вăй питтисене те, пĕчĕккисене те, кирек ăçта пулсан та, урам ятне çÿлте тытса утăмлама чĕнсе каларĕ.
Унтан спорт ăмăртăвĕсем, концерт иртрĕç. Урамра пурăнакансем тутлă чашлама, вĕри чей тутанчĕç, малашне уява çуллен Питрав кунĕнче йĕркелеме калаçса килĕшрĕç.