18 июля 2008 г.
Районти ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен кăçал 11668,25 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелле. Паянхи кун районĕпе тĕш тырă пухса кĕртмелли 67 комбайн пур, вĕсенчен 12-шĕ — “Дон-1500”, “Дон — 1200” (6-шĕ 2005 çул хыççăн туса кăларнисем), “Енисей-950”, “Енисей-1200”, ыттисем, 51-шĕ — “Нива” маркăллисем. Тулли мар яваплă “Красное Сормово” тата “Волит” пĕрлешÿсем 2850 пиншер тенкĕ парса туяннă “Полесье” комбайнсем кăçал пуçласа каçалăка тăраççĕ.
2008 çулхи вырмана тĕш тырă пухса кĕртмелли 54 комбайн хутшăнмалла. Пĕр комбайнăн вăтамран 216 гектар çинчи тыр-пула пухса кĕртме тивет. “Таябинкăра” ку кăтарту — 439, В.Васильева ХФХра — 421, “Янмурзинора” 317 гектарпа танлашать.
Паянхи кун, пĕтĕмĕшле илсен, “уй-хир карапĕсен” экипажĕсене пухса çитернĕ, вырăнсенче комбайнсене юсас ĕçсем пыраççĕ. 11 комбайн валли механизаторсен резервĕсене хатĕрлесшĕн. Ун пеккисем “Досаевопа” “Гигантра”, “Красное Сормовопа” “Мичуринецра”, “Бахчапа” “Рассветра”, “Прогреспа” В. Васильева ХФХра, МТСпа “Таябинкăра” тата “Новая силăра” пĕрер пур.
Вырма ĕçĕсене вăхăтра ирттерме районти хуçалăхсене дизель топливи — 360, бензин 100 тонна кирлĕ.
Туса илнĕ сĕте йÿнĕ хакпа туяннинчен тата апат-çимĕçлĕх тыр-пулăн пулас хакĕнчен паян ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем питĕ тĕлĕнеççĕ. Çав хушăрах нефть компани-магначĕсем тăратакан çунтармалли-сĕрмелли материалсен тата запас пайсемпе комплектламалли пайсен хакĕсем кунран-кун ÿсеççĕ. Анчах та тухса тăракан мĕн пур йывăрлăхсене пăхмасăр, мĕн акса çитĕнтернине вăхăтра тата тăкаксемсĕр пухса кĕртесси пуриншĕн те пĕр тĕллев пулмалла.
Юлашки 5 çулта çанталăк вырма ĕçĕсене чăрмантарсах кайман пулсан, кăçал вăл ытлашши аташтармасть. Прогноз тăрăх июльте нÿрĕк уйăхри вăтам нормăран икĕ хут нумайрах ÿкмелле. Çавăнпах районта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем те тăсăлса кайрĕç. Çавна май тыр-пул пухса кĕртме тухнă пĕрремĕш эрнере выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсене те тума тивет пулас. Çакă вара курăксем пухса кĕртес çĕре хутшăнакан механизатор-комбайнерсене комбайнсем çине куçарса лартма хистĕ.
Пирĕн тĕп тĕллев — тыр-пула тăкаксемсĕр пухса кĕртесси. Çавăнпа та кашни “уй-хир карапне” вырмана пахалăхлă хатĕрлесси ял хуçалăх предприятийĕсенчи специалистсемпе механизаторсен пĕрремĕш задачи пулса тăмалла. Ку чухне комбайнсене лайăх йĕркелештерсе герметизацилемелле. Çакă чи малтанах кивĕ техникăсене пырса тивет. Тырă типĕтмелли агрегатсене маларах юсаса хатĕрлемелле.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе специалисчĕсене пĕлсе тăма. Июлĕн 22-мĕшĕнче район администрацийĕ вырăнсенче 2008 çулхи тыр-пула пухса кĕртме мĕнле хатĕрленсе çитнине тĕрĕслемелли обществăлла смотр ирттерет, районти комисси кашни хуçалăхах çитсе курать. Çав кун инженерсемпе техниксен, механизаторсен комбайнсене палăртнă площадкăна вырнаçтарса лартмалла. Агрономи службипе уй-хир бригадисен бригадирĕсен йĕтемсемпе тырă алласа тасатмалли агрегатсем, тĕш тырă склачĕсем çĕнĕ тырра йышăнма хатĕррине кăтартмалла. Хуçалăхсенчи экономика службисен хĕрÿ ĕç çи планĕпе вырмана хутшăнакансене ĕçшĕн тÿлемелли условисем туса хатĕрлемелле.
Район администрацийĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсене хуçалăхсене йĕркеллĕ тухса кайма хăйсен транспорчĕпе ирхи 7 сехетрен кая юлмасăр район администрацине çитме ыйтать.