АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Патшалăх Думин депутачĕ П. В. Семенов Трак ен суйлавçисемпе тĕл пулчĕ

18 июля 2008 г.

 

Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче пирĕн районта Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ, “Единая Россия” парти фракцийĕн членĕ П. В. Семенов пулчĕ.

Павел Владимирович район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕпе Н. И. Антоновпа курса калаçнă хыççăн район администрацийĕн çуртĕнче тĕрлĕ ыйтусемпе 14 çынна йышăнчĕ. Унтан хăйĕн пулăшаканĕсемпе — А. М. Черновпа тата “Вольник” спортклуб директорĕпе А. Н. Григорьевпа (каярахри тĕл пулусене унăн тепĕр пулăшаканĕ, Çĕрпÿри тырă йышăнакан пункт директорĕ Н. И. Николаев та хутшăнчĕ — В. Д.), çавăн пекех Николай Илларионовичпа пĕрле тулли мар яваплă “Чулхула Газпром Трансгаз” пĕрлешĕвĕн филиалĕнчи — Заволжски ЛПУМГри профсоюз комитечĕн “Заволжский” клубра иртнĕ ларăвĕнче пулчĕ.

П. В. Семенов депутат пирĕн тăрăхра çулленех темиçе хутчен те пулать, суйлавçăсем умĕнче тухса калаçать, вĕсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă хыççăн май пур таран пулăшу кÿме çине тăрать. Халĕ те, ав, çу кунĕсенчи канмалли вăхăта пăхмасăрах Трак ен çыннисемпе курнăçма шут тытнă вăл. Павел Владимирович профком членĕсем умĕнче каланă сăмахра Раççей Правительствин Председателĕ В. В. Путин “Единая Россия” парти лидерĕ пулни фракци членĕсене нумай ыйтăва татса пама меллĕ пулнине палăртрĕ. Сăмах май, вĕсем çине тăнипе çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен уйăхри чи пĕчĕк ĕç укçин виçине 2 хут ÿстерме йышăннă. Пенси, стипенди виçисем ÿсеççĕ. Ял хуçалăхĕнчи, вĕрентÿри, сывлăха сыхлас ĕçри нумай ыйтусемпе задачăсене ăнăçлă татса пама май килнĕ. Вăл пухăннисен ĕçсĕрлĕхе пĕчĕклетсе пырассипе, сĕт хакĕ йÿнелнипе, çав хушăрах бензин хаклансах пынипе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Павел Владимирович кунпа пĕрлех Красноармейскинчи “Вольник” спортклуб директорне А. Н. Григорьева Раççей Федерацийĕнчи обществăлла наградăсен наци комитечĕн президенчĕ В. Шевченко алă пусса çирĕплетнĕ А. М. Горчаков премийĕн удостоверенийĕпе медальне пачĕ.

Малалла депутат Чатукасси ялне çитрĕ, кунти Ф. М. Лукин композитор ячĕллĕ халăх музейĕпе интересленсе паллашрĕ, унăн директорне Н. М. Матвеева чей сервисĕ парнелерĕ, ялти кану центрĕнче ял çыннисемпе курнăçнă чухне К. Косачев, Н. Бударин депутатсемпе тачă çыхăнса ĕçленине пĕлтерчĕ, тата 5 суйлавçăна харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

Юлашкинчен Павел Владимирович “Красное Сормово” хуçалăхра пулчĕ, С. П. Иванов председательпе, Яманакри сĕт-çу ферминче ĕçлекенсемпе (кунта вăл Ф. В. Васильева техник-осеменатора çывхарса килекен юбилей ячĕпе саламласа парне кÿчĕ) тата мехпаркра тимлекенсемпе курнăçса калаçрĕ, республикăра çеç мар, Атăлçи федераллă округра та пĕртен-пĕр шыв арманĕн ĕçĕ-хĕлне йĕркелессипе çыхăннă ыйтупа та интересленчĕ, май пур таран пулăшу пама пулчĕ.

Яманак тăрăхĕнче çав кун Павел Владимировичпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — республикăри кардиологи больницин эндокринологи уйрăмĕн заведующийĕ, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ И. В. Мадянов профессор тата Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В. В. Андреев та пулчĕç.

Тĕл пулусене Чатукасси тата Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Г. В. Михайловпа О. В. Андреева та хутшăнчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика