АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕррехинче

15 июля 2008 г.

 

Эпир уй хапхи çумĕнче пурăнаттăмăр. Иртен-çÿрен пирĕн патне шыв ĕçме, е шăрпăк чĕртме кĕркелесе тухатчĕ.

Кĕркуннеччĕ. Лупашкасенче шыв кÿлленчĕкĕсем кăчăрт пулнăччĕ ĕнтĕ. Анне тĕпел кукринче кăмака хутма хатĕрленетчĕ. Çенĕкре алăк уçăлса хупăнни илтĕнчĕ. Пÿрте çÿхе тăхăннă, пысăк чăмăрка йăтнă çамрăк хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Аппа килте çукчĕ. Аннепе иксĕмĕр те ун çине тĕлĕнсе пăхса тăтăмăр.

Сасартăк чăмăрккара ача макăрни илтĕнсе кайрĕ. Анне васкасах хĕрарăма чăмăрккана салтма пулăшрĕ. Унта хĕр ача! Иккĕсенче пулĕ! Хамăрăн ĕне пăруламанччĕ те:

— Микуç, часрах сĕт патне чуп-ха! — хыпалантарчĕ мана анне.

Тем хушăрах хамăрпа урам урлă пурăнакан Пăлаки аппасем патĕнчен хĕр ача валли сĕт илсе те килтĕм.

Аннепе çамрăк хĕрарăм кайран кутник сакки çинче чылайччен калаçса ларчĕç. Хăй Надя, хĕр ачи Лена ятлă, иккен. Çĕрпÿ хулинчи тĕрмерен ирĕке тухнă та Çĕмĕрлене каяççĕ.

Ирхине Надя аппана анне çăм чăлха, алсиш тăхăнтартрĕ, ăшă тутăр çыхтарчĕ. Ленăна хамăр витĕнекен çиттипе чăркарăмăр. Кун çути килсен, Вăрнар— Шупашкар çулĕ çине Анаткас тĕлне çити ăсатрăмăр.

Унтанпа тем тăршшĕ вăхăт иртрĕ: анне те çĕре кĕчĕ, хам та асатте ятне илтрĕм.

Пĕррехинче мана почтальон извещени пачĕ: анне патне Новосибирск хулинчен посылка килнĕ. Уçсан пĕлтĕм — ăна пирĕн патра тахçан амăшĕпе пĕрле çĕр каçнă Лена янă. Амăшĕ виличчен ăна пирĕн çинчен каласа кăтартнă, пирĕн адреса пĕлтернĕ. “Хисеплĕ Вера Потаповна! Коля пичче! Сире чун-чĕререн тав тăватăп. Хăнана чĕнетпĕр. Кĕтетпĕр”, — тенĕ вăл çырăвĕнче.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика