АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аркату е тавăру

15 июля 2008 г.

 

Çул çÿревре тем те куратăн тата илтетĕн. Акă, Именкассине çитсе курар-ха. Куç умне ялти кану çурчĕ тухса тăчĕ. Кирпĕчрен, капмар хăй. Унăн залне 500 çын та вырнаçать пуль. Анчах савăнмалли çукрах çакăнта. Çил тăвăл килсе аркатса кайнă тейĕн… Чÿречесен кантăкĕсене ватса, çĕмĕрсе пĕтернĕ. Шалта та, тулта та кĕленче ванчăкĕсем хуçаланаççĕ. Эрех-сăра кĕленчисен ванчăкĕсем çуталса выртаççĕ. Иртен-çÿренсем çак тÿнтерле ÿкерчĕксемпе кăмăлсăр. “Тавăру ку пулĕ” , — теççĕ. Чăнах та, ĕлĕк революци тунă вăхăтра Именкасси чиркĕвне ватса салатнă. Халь Турă ылханĕ çитрĕ пуль Именкасси тăрăхне… Клубĕсемпе библиотекисем те хупăнчĕç.

Эпĕ пĕлнĕ тăрăх ялти кану çурчĕ “Дружба” хуçалăх правленийĕ пулнă çурта куçнă. Шел пулин те, кунта та шăп-шăпăртах-çке. Хуçи пур-ши унăн? Шалăвĕ уйăхсеренех пырать пулĕ-ха.

Тата ялти культура вучахĕ ĕçлеменни пирки ял старостипе Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ курмăш-илтмĕш пулаççĕ-ши?

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика