АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи кирли — кадрсен потенциалне сыхласси

15 июля 2008 г.

 

2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Раççейри чрезвычайлă лару-тăру тĕлĕшпе ĕçлекен министрăн С. Шойгун мĕн пур Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пушара хирĕç кĕрешмелли службăна çĕнетсе йĕркелесси çинчен çырнă приказĕ вăя кĕрет. Ун çинчен Атăл çи-Урал регион центрĕнчи пушара хирĕç кĕрешес енĕпе тăрăшакан управленин начальникĕ Игорь Альбертович Кудрявцев ăнлантарса парать.

2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Атăл çи-Урал регион центрĕнче пушара хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе ĕçлекен службăн йышне 58 710 çынна çитерме палăртнă. Унпа пĕрлех 2008—2010 çулсенче Атăл çипе Урал федераллă округсенче пушара хирĕç кĕрешекен службăсен 907 подразделенийĕ, çав йышра 23 пин çын вăй хумалла тата асăннă подразделенисенчен 2008 çулта 268-шне туса хумалла. Çапла майпа 2010 çулта пушара хирĕç кĕрешекенсем хăйсен хÿттине ялсен 72 процентне илме пултараççĕ.

Хальхи вăхăтра Атăл çи- Урал регионĕн территорийĕнчи 44 обăекта вут-кăвартан сыхлассипе федераллă пушар подразделенийĕсене йĕркеленĕ. Çав йышра — 22 пин единица ытла.

Енчен те предприятире пушартан сыхланас енĕпе ĕçлекен патшалăх пушар подразделенийĕ пулмасан, предприяти ертÿçи хăйĕн пушар командине йĕркелеме е вут-кăвара сÿнтерессипе патшалăх подразделенийĕпе килĕшÿ тума пултарать. Кунта вырăнсенче ВДПО йĕркелени те ырă тĕслĕхлĕ.

Эпир хальхи пушар подразделенийĕсене вут-кăвара хирĕç кĕрешекен пысăкрах службăсене пĕрлештерсе йĕркелени тĕллевлĕрех пулĕ тесе шутлатпăр. Мĕншĕн тесен ку пушар хуралĕсен хисепне тата вĕсенче ĕçлекенсен йышне, бухгалтерипе контрольпе тĕрĕслев аппаратне чакарма май парать. Çапла майпа пушарнăйсен должноçĕсене ÿстерме пулать. Ку вара кашни отрядрах пушара сÿнтерес енĕпе хушма службăсем тума май парать.

Паян Атăл çи тата Урал федераллă округсен территорийĕнче виçĕ федераллă пушар-техника центрĕ: Свердловск, Тюмень тата Самара облаçĕсенче, çавăн пекех сакăр субăектри техника службин отрячĕсем ĕçлеççĕ.

2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен Челябинск облаçĕнче тата тепĕр федераллă пушар-техника центрĕ ĕçе тытăнмалла. Унсăр пуçне Атăл çи федераллă округра техника службин виçĕ федераллă отрядне йĕркелеме пăхнă. Вĕсем Мордва, Чăваш Республикисенче тата Ульяновск облаçĕнче пулаççĕ. Ненецк тата Ханты-Мансийск автономи округĕсенче техника службин темиçе чаçне йĕркелеме палăртаççĕ.

Субăект бюджечĕсемпе усă курса Свердловск, Чулхула, Челябинск облаçĕсенче, Тутар Республикинче, Пермь крайĕнче техника тата пушар машинисем туянас ĕç пулса пырать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика