15 июля 2008 г.
“Досаево” ял хуçалăх артелĕнче 6 çул каялла кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тухса тăнăччĕ. Дояркăсем тивĕçместчĕç. Çавăн чухне Тусайри сĕт-çу фермине Зоя Константинова çамрăк çул такăрлама тытăнчĕ. Хăйне май ырă пуçару турĕ вăл. Палăртмалла, унăн алли çăмăл пулчĕ. Кĕç Лариса Антонова та хĕр-тантăшĕн çулĕпе утма пуçларĕ. Пĕр ушкăн ĕнене амăшĕпе пĕрле сума кÿлĕнчĕ вăл. Тепĕр май каласан, çемье-йăх династине малалла тăсма тытăнчĕ.
Халĕ ку фермăра ĕнесене улттăн сăваççĕ. Виççĕшĕ пуян опыт пухнисем, тепĕр виççĕшĕ вĕсен опытне алла илекенсем. Çак йыша Светлана Козлова та кĕрет. Пиллĕкĕмĕш çул вăл ялти сĕт-çу ферминче тăрăшать. Пĕр ушкăн ĕнене, унта 50 пуç, амăшĕпе — Маргарита Даниловапа — пĕрле сăвать, çемье династине малалла тăсать. Сăмах май, М. Данилован амăшĕ те — Зоя Алексеева — 27 çул фермăра вăй хунă. Ку çемьен ĕç династийĕ 60 çулалла капашать.
С. Козлова ăсталăхĕ çулран çул ÿссех пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна районти конкурссенче хуçалăх чысне хÿтĕлеме шанаççĕ. Светлана Валерьевна вара вĕсен шанăçне тÿрре кăларассишĕн çине тăрать. Операторсен кăçалхи конкурсĕнче вăл иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Икĕ çул каялла 5-мĕш пулнăччĕ. Çапла вара ку хутĕнче 3 утăм малалла ярса пусрĕ, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн дипломĕпе укçан премине тивĕçрĕ. Çакăн пек çитĕнÿ ăна ĕçре тата хастартарах пулма хавхалантарса пырать.
Хăй каланă тăрăх, С. Козлова Осинăпа Белка, Ивушкăпа Амарета ятлă ĕнесене ытларах кăмăллать. Вĕсем сĕтне те лайăх антараççĕ-мĕн. Сăмахран, Осина пĕрре сунă чух 20 килограма яхăнах парать.
— Мăшăрăмпа, Вячеславпа, пĕрле 2 ывăл çитĕнтеретпĕр: Эдик — 6-ра, Толик — 5-ре. Вячеслав Мускава ĕçлеме çÿрет. Хуçалăхра çурт-йĕрсене (сарай, вите тата ытти те) çĕнетсе çитернĕ. Пÿрчĕ кивелсе пырать, çĕннине тумалла. Упăшкам çавăнпах укçа тума Мускав таранах каять. Килте икĕ ĕне усратпăр... — тет Светлана Валерьевна.
Доярка ĕçĕ çăмăл мар. Вăл ирсерен 4 сехет çурăра пуçланать. Каçхи сăвăмран вара 20 сехетре çеç пушанаççĕ. Çапах та хăй ĕçне ÿпкелемест Света. “Пурте йĕркеллĕ. Ĕçĕ килĕшмен пулсан, эпĕ ĕне сума та кайман пулăттăм”, — тет вăл куларах. Мĕнех калăн, тĕрĕс шухăш. Светлана Валерьевнапа унăн çемйине йывăрлăхсене çине тăрса çĕнтерсе пыма ырлăх-сывлăх сунатăп.