АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура — хисепĕ

15 июля 2008 г.

 

Яманакри сĕт-çу фермине Е. Г. Алексеева ăнăçлă ертсе пырать. Ĕçе лайăх ăнкарнипе, çынсемпе ĕçлеме пĕлнипе Елена Григорьевна дояркăран пуçласа ферма заведующийĕ таран ÿсрĕ.

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ шучĕпе çĕнĕ ĕне витисене туса лартнăранпа тенĕ пекех, 1979 çултанпа вăл кунта вăй хурать. 16 çул ĕнесем сунă, 1995 çулта ăна лаборантка ĕçне шанса панă, 2002 çултанпа вара вăл — ферма заведующийĕ. Кунпа пĕрлех лаборантка тивĕçĕсене те пурнăçлать.

Ку коллективăн ĕçри ÿсĕмĕсем савăнтармаллипех савăнтараççĕ, ĕне фермине реконструкцилесе çĕнетнĕ, çĕнĕ технологипе ĕçлеме тата паниçкесем валли пахалăхлă апат хатĕрлеме тытăннă хыççăн ĕнесенчен продукци илесси куç умĕнчех ÿссе пырать. Хальхи вăхăтра кунти ĕнесем талăкне вăтамран 18 килограмм таран сĕт антараççĕ. Коллективăн ĕçри ÿсĕмĕсене тата хăйĕн тăрăшулăхне кура Елена Григорьевна Алексеева заведующине кăçалхи Акатуйра ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе тата хаклă парнепе наградăларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика