АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Красноармейскинчи кустри ăмăртура

15 июля 2008 г.

 

Пушарсем халăх хуçалăхне, уйрăм çынсене çулленех пысăк шар, тăкак кÿреççĕ. Вĕсене пĕчĕклетес çĕрте пушарнăйсем сумлă вырăн йышăнаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ку вăл вут-хĕм профессийĕн çыннисен ăсталăхĕпе, вут-кăварпа кĕрешме мĕнле хатĕр пулнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Çавна шута илсе, вырăнсенче тăтăшах занятисемпе тренировкăсем, республика шайĕнче вара ăмăртусем ирттереççĕ. Акă, июлĕн 10-мĕшĕнче 32-мĕш номерлĕ пушар хуралĕн никĕсĕ çинче, Красноармейскинче пушар прикладной спорчĕн республикăри кустри тупăшăвĕ пулчĕ. Унта Сĕнтĕрвăррипе Çĕрпÿ, Куславкка хулисенчи, Кÿкеçпе Вăрмар поселокĕсенчи тата Красноармейскинчи подразделенисем тăватă енлĕ кĕрешÿре вăй виçрĕç. Ăмăртун тĕп судйи В. Н. Кириллов капитан пĕлтернĕ тăрăх, çак мероприятин тĕп тĕллевĕ пушар прикладной спортне малалла массăллăн аталантарса халăх хушшине анлăн сарасси, спортри ăсталăха ÿстерсе ĕçченсене физкультурăпа спорт занятийĕсене активлăн явăçтарасси тата чи вăйлă командăна палăртасси пулса тăрать.

Ăмăртăва килнисене ЧР Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру министерствин представителĕ В. Н. Кириллов капитан тата Красноармейски район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов саламларĕç, ăмăртура тата ĕçре ÿсĕмсем сунчĕç.

Пушарнăйсем малтанах 32-мĕш пушар хуралĕн территорийĕнче вăй виçрĕç. Вут-кăварпа кĕрешекен расчетăн членĕсен штурмламалли пусмапа 4 хутлă çуртăн чÿречине çити хăпарма тиврĕ. Унта çĕнтерме вара çав тери вăр-вар пулмалла. Мĕншĕн тесен палăртнă тĕллеве чи хăвăрт пурнăçлакан çеç мала тухать, вăхăтне вара секундомер палăртать. Кунта чи çивĕччи Çĕрпÿри пушар хуралĕнчи М. Аполлонов пулчĕ. Ума лартнă тĕллеве вăл 22,78 çеккунтра пурнăçларĕ. Унăн юлташĕсем О. Арсентьевпа А. Охотников ăна кăшт çеç выляса ячĕç. Пирĕннисенчен Д. Кузьмин 36 ăмăртуçă хушшинче 5-мĕш вăхăт кăтартрĕ. Тÿрех каламалла — япăх мар.

Виçĕ сыпăклă пусма тăратса виççĕмĕш хутри чÿрече кантăкне кĕрессипе каллех О. Арсентьевпа М. Аполлонов (ПЧ-40) палăрчĕç. Кунта пĕр-пĕрне ăнланни, юлташĕн чавсине çивĕч туйса ĕçлени кирлĕ: çак хатĕре, пушар сÿнтермелли машина тăрринчен туртса кăларса, иккĕн вĕрентÿ башни умне йăтса çитермелле, унтан ăна тăсса виççĕмĕш хутри кантăк янаххи çине тĕрентерсе лартса, ун тăрăх çав кантăк патне çитиччен улăхса хăпармалла. Çĕнтерÿçĕне каллех секундомер палăртать. Çĕрпÿсен вăхăчĕ — 21,52 çеккунт. Нимĕн те калаймăн маттурах вĕсем.

Ăмăртун тепĕр икĕ енĕпе — чăрмавсемлĕ 100 метрлă дистанцие чупса тухасси тата вут-кăвар сÿнтерекенсен пушар расчечĕпе çулăма çăварлăхласси — тупăшусем районти тĕп стадионта иртрĕç.

Пĕрремĕшĕнче пушарнăйăн стартран тухсанах 180 сантиметр çÿллĕш щит урлă сиксе каçса, насус пыршин икĕ тĕркине илсе 4—5 метр тăршшĕ пĕрене, ăна 70—80 см çÿллĕшне вырнаçтарнă, тăрăх чупса тухса насус пыршин пĕр вĕçне тройникпе, тепĕр вĕçне иккĕмĕш пыршăпа, иккĕмĕшĕн вĕçне насус кĕпçипе сыпăнтарса финиша чупса çитмелле. Ку операцие тунине те секундометрист контроллет. Кунта мала тухма хытă чупни çеç мар, щит урлă сиксе каçас тата ытти енĕпе те ăсталăх пысăк пулни кирлĕ. Шăп та лăп çакăнпа палăрчĕ те Красноармейскинчи 32-мĕш пушар хуралĕн командирĕ Дмитрий Кузьмин. Çак чăрмавсемлĕ дистанцие тухма ăна пĕтĕмпе те 20,82 çеккунт çеç кирлĕ пулчĕ. Дмитрий Анатольевич хăйне пăхăнса тăракансемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ.

Юлашки енре — вут-кăвар сÿнтерекенсен пушар расчечĕпе çулăма çăварлăхлассинче - унăн членĕсем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса ĕçлени, пушар машини чăхăмламанни тата туслăх çитĕнÿ тума май парать. Çак пулăмсем çĕрпÿсен ытларах пулчĕç. Вĕсем стартран тухсан 43,89 çеккунтранах насус пыршисене сыпăнтарса çитерсе шыв пама тата ятарлă тĕревсем çине вырнаçтарнă мечĕксене пушар насусĕн кĕпçинчен пĕрĕхсе тухакан шыв юхăмĕпе сирпĕнтерсе антарма пултарчĕç. Çапла вара кÿршĕсем, 40-мĕш пушар хуралĕ кунта тата ăмăртун пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе те çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — сĕнтĕрвăррисемпе кÿкеçсем. Куславккасемпе красноармейскисем тата вăрмарсем пĕр пек очко пухрĕç пулин те, пирĕннисене ăмăртун юлашки енĕнче ĕç-пуç ăнманни улттăмĕш вырăна кайса лартрĕ. Ку хăйне май черетлĕ урок, вăл пушар машинине малашне тĕплĕнрех хатĕрлеме хистет мар-и?

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика