АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алран кайнă ача

15 июля 2008 г.

 

Надюш кăçал 3-мĕш класа куçнă пулин те хăйне çав-çавах пĕчĕккĕ тесе шутлать. Нимех тума та пĕлмест-ха вăл, тен çавăнпа çапла. Ашшĕ-амăшĕ пур унăн. Кукамăшĕ-кукашшĕ те, асламăшĕ-аслашшĕ те. Анчах çемьере пĕртен пĕр ача вăл. Хваттерĕ пĕр пÿлĕмли кăна (ĕлĕкхи çуртсем нумай пÿлĕмлех пулман çав, ача-пăча шучĕ вара ÿссех пынă пулсан та). Пепкесене тумлантарма тăрантартма халь пĕртте çăмăл мар. Тарасан шайĕ пĕр пек тăма пултараймасть-çке енĕсемпе, хăшĕ те пулин тайăлатех, çил вĕрнипе е сывланипе, пур пĕр улшăнать. Пурнăçра та çаплах пулас вăл.

Мĕнех пулĕ? Ача, пĕчченскер, урăхланĕ. Хăйне ангел вырăнне хурса мăнаçланнипе, хăйне çеç юраттарнипе, пăхăнтарнипе. Асламăшĕ патĕнче паян Надюш, амăшĕ чирленĕ-мĕн хулара. Ашшĕ яра кун ĕçре иккен.

Çăмăл марах хальхи пурнăçра ача пăхасси, вăл пысăкланнăçем харсăрлансах пырать-çке. Пахчара çум çумламалла, шăвармалла, çырла пухса консервламалла. Ватă çын ывăнать, унăн выртса канса илес килет. Çук çав, Надюш вырăнта лармасть, тăмасть те. Лавкка хураллать тейĕн, ун таврах çаврăнкаласа çÿрет. Акă асламăшĕн енчĕкĕ, мĕн чухлĕ укçа кунта? Надюша нумай кирлĕ мар, ну-у кашни хут, пÿрте кĕмессерен 10 тенкĕ... Юрать-ха, ваккисемпе выртаççĕ. Ватă çын шутласа хурать-и, шутласан та манса каять вăл, мĕн чухлĕ пулнă малтан. Паян, акă, икĕ 10-шне йăкăртрĕ те. Асламăшĕн, сахал укçапа пурăнма хăнăхнăскерĕн, туйăм-сисĕм (интуици тени) çухалман иккен. Сисрĕ-сисрех вăрра. Ай-уй, мĕн ку? Еплерех суеçтерет тата “пĕчĕккĕскер”, мур илесшĕ.

— Хăв ват пуçупа маннă эс! — хуравлать чиперкке, кунне 3 хут улăштарса чупса çÿрекенскер.

— Çиместĕп, лавккаран илсе пар. “Ролтон”, пюре... “Дюшес” ĕçес килет ман. Шăккалат канихвечĕ, чупа-чупс, чипси, пĕлен пулсан.

— Типĕтнĕ шăйттана илсе парас мар-и тата? — кулсах ярать пушанса юлнă çăварне уçса асламăшĕ.

— Айта-айта, халех каятпăр, — вырăсла сăмахсемпе аллинчен туртать ватă çынна Надюш, чăвашла каланине ăнланмасăр.

— Малтан трусик пек юбкуна çуса çак-ха, вара кайăпăр, — йăпăлтатать лешĕ.

Надюш тирĕке шыв тултарса юбкине супĕнлет те тем самантра унталла-кунталла шутарса, чÿхемесĕрех çакса ярса пÿртрен вирхĕнсе тухать.

— Ара, çуни пулмасть вĕт ку, ачамккă, — тĕлĕнет ватă хĕр арăм. — Ну, ну, вĕрентеп-ха сана шкула кайма пуçличчен, — шахвăртса кулкалать вăл, мăнукĕ хыççăн юри тенĕ пек уткаласа. — Паянлăха çитĕ тейĕпĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика