АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем мухтава тивĕç

15 июля 2008 г.

 

Урам урлă вăтам пÿ-силлĕ хĕрарăм каçать. Васкамасть хăй. Акă, юнашарах илемлĕ, капмар кил-çурт. Çавăнта çул тытать халь ватă. Ольга Петровна Александрова ку. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ялти фермăсенче вăй хунă. Мăшăрĕпе — Алексей Александровичпа — çемье çавăрнă. Çичĕ ача пăхса çитĕнтернĕ.

— Шел, мăшăр иртерех уйрăлса кайрĕ çав. Ачисемпе мăнукĕсемпе савăнса пурăнас чух… Урам урлă капмар çурта аслă ывăлăм — Славик — çавăрса лартрĕ. Хăйĕн юратнă мăшăрĕпе — Регина Яковлевнапа — çине тăнипе çĕкленчĕ çак кермен. Хам та вăй çитеркелесе кăштах пулăшрăм ĕнтĕ, — кăмăллăн сăмахлать Ольга Петровна. — Аслă ывăлран тĕслĕх илмелли нумай.

Амăшĕн сăмахĕсем чăннипех хаклă маншăн та. Пулайкасси ял-йышĕ пекех, Славăна “Станислав Алексеевич” тесе хисеплетĕп эпĕ те. Ачалăхне тăван кĕтеспе çыхăнтарнă вăл. Хуçалăхра ĕçленĕ, лашасем пăхнă. Салтакра пулнă. Ĕмĕт-шухăшĕ ăна Шупашкара илсе çитернĕ. 1976 çулта сержанта хулари милици органне ĕçлеме илеççĕ. Кунта С. Александров Мускав районĕнчи милицин шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшать. Аслă оперуполномоченнăй çав вăхăтрах çĕр-шыври шалти ĕçсен министерствин академийĕнче вĕренет.

1996 çултан тытăнса пенсие тухичченех — преступленисене хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе ĕçлекен управленин начальникĕн çумĕ.

Хăйĕн пурнăçĕнче чылай операцисене йĕркеленĕ, преступниксене шыраса тупас çĕрте вăй хунă Станислав Алексеевич. Хамăр ентеше ĕç-пуç Чечен Республикине те илсе çитернĕ.

Тепĕр паллă саманта та аса илтĕм. Шупашкарти пĕр фирма ертÿçин ачине вăрланă пулнă. Çавăншăн преступниксем 5 миллион тенкĕ укçа ыйтнă. С. Александрова çак ĕçе тĕрĕслесе тăрă шыв çине кăларма хушнă. Вăл çине тăнипе преступниксен йĕрĕ çине ÿкнĕ, ачана ашшĕне тавăрса панă.

Станислав Алексеевича службăри хăюлăхпа пат-тăрлăхшăн “Çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденпа, Жуков медалĕпе тата ытти наградăсемпе чысланă.

Мăшăрĕпе татуллă пурăнаççĕ. Станислав Алексеевич Шупуçăн илемлĕ те патвар хĕрне — Регинăна — качча илнĕ. Тивĕçлĕ юрату парнеленĕ ăна арăмĕ.

Канмалли кунсенче ялти кил-çуртран татăлмаççĕ Александровсем. Пахча-анкартипе ĕçлеççĕ. Сачĕ улма-çырларан пуян, иçĕм çырлисем те пур. Пулайкассине килсен С. Александров пулла, сунара çÿреме юратать. Александровсем ял уявне ирттерме те хутшăнаççĕ, спонсорла пулăшу кÿме те яланах хатĕр. Ырă кăмăллă çынсене кашниех хисеплет, юратать. Мĕнле калаççĕ-ха, çăкăр тăвар хире-хирĕç теççĕ мар-и?

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика