АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв... пĕтĕм халăхшăн

15 июля 2008 г.

 

Райпо канашĕпе правленийĕ Коопераци кунĕ ячĕпе хăйсен коллективĕшĕн кăна мар, районти пĕтĕм халăхшăн уяв йĕркелесси ырă йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал вара вăл утă уйăхĕн 11-мĕшĕнчи каçхине Красноармейскинчи почта çыхăнăвĕн çурчĕ умĕнчи лапамра иртрĕ.

4—5 сехет маларах район центрне те шалкăм çумăр уçă сывлăш парнелерĕ, çавăнпах унпа киленме, çу кунĕсенчи пахча-анкартири йывăр ĕçрен кăшт сывлăш çавăрса канса илме çынсем, вĕсемпе пĕрлех паллах, ачасемпе çамрăксем те, çакăнта йышлăн пухăнчĕç. Уява райпо канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. И. Дмитриева уçрĕ. Альбина Ильинична, пайщиксене, потребительсен кооперацийĕн ĕçченĕсемпе ку тытăм ветеранĕсене, Красноармейскинче пурăнакансене 1922 çултах çирĕплетнĕ уяв ячĕпе саламланă май, çакна палăртрĕ: ку йĕркелÿ паян та хăй пурăнма тивĕçлине, кооператив йăли-йĕркипе принципĕсене туллин упранине çирĕплетет. Райпо ĕçченĕсем, çăмăлах тивмест пулсан та, яланхиллех, аякри ялсене те чи кирлĕ таварсемпе тивĕçтерсех тăраççĕ, апла пулсан вĕсенче пурăнакансен пурнăç шайне хăпартма тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ. Райпо ĕçĕ-хĕлĕ чăннипех те нумай енлĕ: таварпа ваккăн сутă тунипе пĕрлех тĕрлĕ продукци те, çурма фабрикатсем те хатĕрлеççĕ, çăкăр пĕçерсе кăлараççĕ, столовăйсенче техĕмлĕ апат çитереççĕ, йăла çăмăллăхĕсем параççĕ. Çавăн пекех райпо çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хурассипе те, нумай ачаллă çемьесене пулăшу кÿрессипе те, районта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме спонсор пулăшăвĕ парассипе те палăрса тăрать.

Альбина Ильинична професси уявне райпо коллективĕ япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илнине те каларĕ. Кăçалхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсемпе вăл республикăра иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Çак çитĕнÿ хыçĕнче, паллах, çынсем: райпори вуншар ĕçчен — сутуçăсемпе поварсем, кондитерсемпе водительсем, бухгалтерсемпе ытти професси хастарĕсем — потребкоопераци аталанăвне сумлă тÿпе хывма çине тăрать.

Уявра райпо ĕçченĕсене ку ÿсĕмсене çирĕплетсе пыма район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов та ырă сывлăх, вăй-хăват сунчĕ. Николай Илларионович потребкооперацире вăй хуракансем халăхшăн питех те кирлĕ ĕç тунине, вĕсене, çавăн пекех пухăннă мĕн пур çынна уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ кунпа пĕрлех потребкоопераци тытăмĕнче ăнăçлă вăй хунăшăн райпо правленийĕн председателĕн техника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумне В. Ф. Иванова район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Уява пуçтарăннисене, яланхиллех, чăваш эстрада çăлтăрĕсен ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Красноармейскисем Катя Петрова, Алина Выйгетова тата Алексей Московский юррисене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Çамрăксем валли дискотека та пулчĕ. 23 сехетре вара уяв фейерверкĕ район центрĕ çийĕнчи тÿпене тĕрлĕ тĕспе илемлетсе праçник сăнĕ кÿчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика