АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карпа çăварлăхлани

11 июля 2008 г.

 

Ашшĕпе ывăлĕ, Сантăрпа Митя, августри вăл шăрăх кун, ирех çула тухрĕç. Хĕвел тухиччен хăйсем кăмăлланă пĕвене çитсе пулă тытма ларчĕç.

Сантăр — ăста пулăç. Çапах карп тытмалли ăсталăха унăн та вĕренмелли пур-ха. Ывăлĕ Митя вара карпа мĕнле тытмалли литературăна веçех тишкерсе тухнă. Акă, вăл халĕ те пĕве умĕнчи тарăнрах вырăна ларчĕ. Вăлтисене çĕнĕ, ытла вĕтех те мар, хуппине сÿмен çĕр улмисемпе авăрласа ячĕ.

Сантăр, ытти чухнехи пекех, качасене çăкăр, кукуруза пĕрчисене, ăман тирчĕ, тарăн мар вырăна ларчĕ.

Нумай та вăхăт иртмерĕ, Митьăн вăлта палли шыва путрĕ. Митя вăлтине туртрĕ. Анчах пысăк пулă качана тăхланĕ качки самантрах татса кайрĕ.

Унăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш вăлтисене те çавăн пек шăпах кĕтрĕ. Вĕтĕ мар çĕр улмисене карпсем хыпса вăлтасене татса кайрĕç.

Ашшĕ кун пирки пĕлсен хăй те пĕр вăлтин качи çине пиçнĕ-пиçмен çĕр улми касăкĕ тирсе шыва пăрахрĕ. Хăй Митя вăлтисене майламашкăн пулăшма ун патне пычĕ. Вăлтасен лески хулăнраххи, 0,3 миллиметртан кая пулмалла маррине аса илтерчĕ, хăйĕн запасĕнчи пысăк качана пачĕ.

Çав вăхăтра Сантăр ларнă тĕлте тем хыттăн шаплатнă сасă илтĕнчĕ. Сантăр унта чупса кайрĕ те хăйĕн вĕçне ракатка патак çине хунă вăлта аври шывра выртнине асăрхарĕ. Ăна вăл туртрĕ те вăлтана пысăк пулă çакланнине туйрĕ. Митьăна хăйне пулăшмашкăн чĕнчĕ. 0,3 лескана катушка çине çурри таран çăмхаласан, пулă хĕрне тухасшăн мар тата ытларах тапкаланчĕ, енчен-енне ывтăнчĕ. Сантăр катушка çине лескана тепĕртак çăмхаласан, Митя аллинчи ăскăчпа пулла ăсса илесшĕн пулчĕ. Анчах пысăк пулă ăскăча кĕресшĕн пулмарĕ.

Вара Сантăр ури йĕпенессине пăхмасăрах спорт пушмакĕпех шыва кĕчĕ, лескана катушка çине тата ытларах пухса ăскăча хăй аллине илсе ăна шывра хăвăрт малалла шутарчĕ, пысăк пулла ăскăча кĕртсе ÿкерчĕ. Тинех алăра карп.

Митя хăйĕн вăлтисене çĕнĕрен юсасан, тепĕр пĕчĕкрех карп çаклатрĕ.

Килте ашшĕпе ывăлĕ трофейсене виçсе пăхрĕç. Сантăрăн пулли — 2,9 килограмм.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика