АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыснасен Африка чуми

11 июля 2008 г.

 

Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин ветеринарипе фитосанитари надзорĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2008 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче Чечен Республикинчи Шатой, Старо-Сунженски, Урус-Мартановски районĕсенчи вилнĕ тата пăшалпа персе тытнă хир сыснисенчен тĕрĕслеме илнĕ пробăсенче “Раççейри ветеринарипе вирусологи тата микробиологи наукăпа шырав институчĕ” сыснасен Африка чумине (САЧ) тупса палăртнă.

САЧ — вируслă, хăвăрт сарăлакан чир, унран сыснасем сайра-хутра кăна сывалаççĕ. Чир паллисем ахаль чумана аса илтереççĕ. Чирпе кĕрешме ятарлă вакцина çук. Чирлĕ тата чирлесе ирттернĕ сыснасенчен чир уйри курăкпа, апатпа, ĕç тата транспорт хатĕрĕсемпе, столовăйсенчи пиçмен какай юлашкипе ерме пултарать. Организма лексен 2—5 кунтах сарăлать. Хăвăрт иртнĕ чух ÿт температури 40,5—42,5 градуса çити хăпарать, сысна хашкать, ÿсĕрет, чĕри хăвăрт тапать, сысна çимест, шыв нумай ĕçет, хăсать, кайри урисенче — парез, паралич, тайкаланса утать, курпунланать, ун сăмсипе куçĕсенчен пÿрлĕ лăймака юхать, юнлă варвиттипе е вар хытнипе аптрать, сăмси, хăлхи, аякĕсем, хÿри хĕрелсе кăвакараççĕ. Питĕ хăвăрт иртнĕ чух сысна чир паллисемсĕрех вилет.

САЧ ересрен тата сарăласран çак мерăсене пурнăçламалла:

— сысна усракан, ĕрчетекен хуçалăхсене хупă предприяти режимĕпе ĕçлеттермелле;

— пур хуçалăхсенче те сыснасене уçăлтарма кăларма юрамасть, витесенче усрамалла;

— килти тата хир сыснисен сывлăхне сăнаса тăмалла;

— сыснасенчен юн ĕмекен кăпшанкăсене пĕтермелле;

— апат-çимĕç юлашкисене пĕçерсе кăна çитермелле;

— сысна какайне ятарлă вырăнсенче кăна сутмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика