АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, йыттисем

11 июля 2008 г.

 

Васнар ялĕ Шетмĕ урамĕпе пуçланать. Асфальтлă çул тап-такăр. Ун тăрăх çăмăллăн яра-яра пусатăн. Çулăн икĕ енĕпе вырнаçнă çурт-йĕрсене сăнатăн. Курнăçнă кашни самант куç умĕнчех.

Хăшĕ-пĕринпе паллаштарам-ха. Эпĕ ял чиккине кĕтĕм кăна, мана çĕлĕкне çамки çине пусарах лартнă арçын алă тытрĕ. Фуфайкăпа хăй. Сăн-питрен ватах мар, аллă çулсене çывхарать пулмалла.

— Здрави желаю! Ку тăрăхалла хыпăнтарас-и? — сулмаклă аллине тăсрĕ вĕл. — Хур чĕпписене пăхатăп-ха.

Чăнах та, çул хĕрринчи лупамра пĕр ушкăн чĕп кĕшĕлтетет. Ăмăртмаллах курăка турткалаççĕ. Самаях пысăкланнă-ха хăйсем.

— Чип-чипер çитĕнтерсен кĕркунне хур тукмакки туртатăр ĕнтĕ, — сăмах хушрăм арçынна.

— Тукмакки тукмак та-ха. Тăватă ураллисем халех шăл айне хума пуçларĕç, — тарăхнине пытараймарĕ сарлака хул-çурăмлăскер.

Сăмах кунта йытăсем пирки пырать иккен. Кăткăсем евĕрех ĕрчесе кайнă ялта. Хуçасăрскерсем хăйсене ирĕклĕн туяççĕ, çынсене сăтăр тăваççĕ.

— Манăнне те, ав, пĕр-икĕ кун хушшинче çичĕ хур чĕппине йăкăртса кайрĕç. Тьфу! — чышкисене чăмăртарĕ арçын.

Вăл тăруках шухăша путрĕ. Кулянать, паллах. Çирĕм хур чĕппишĕн 3 пин тенкĕ кăларса хур-ха. Тата вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çухатсан... Укçа пулă хуппи мар вĕт...

— Хуçасăр йытăсене чармаллах... Унсăрăн ай-вай... Пулĕ-ши вăл усси... Хур тукмакки туртасси... — сăвăлла юптарчĕ çак сăмахсене арçын. — Пулĕ-ши вăл усси....

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика