11 июля 2008 г.
Красноармейски районĕн çĕр фончĕ 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 45633 гектарпа танлашнă. Унăн 80 процентне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем йышăнаççĕ, çав шутра ял хуçалăх çĕрĕсем — 33452 гектар. Çавăнтан: сухаламалли çĕрсем — 28158 гектар, кĕтÿ кĕтмелли вырăнсем — 4427, çулмалли лаптăксем — 670, нумай çул ÿсекен ÿсен-тăрансем —197 гектар (0,5%).
Ялсен çĕрĕсем — 4778 гектар (10,5%), çав шутра анкартисемпе пахчасем — 2867 гектар.
Промышленноçпа транспорт, çыхăнупа ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ мар çĕрсем 642 гектар йышăнаççĕ, вăл пĕтĕм çĕр фончĕн 1,4 проценчĕ шутланать. Вăрман фончĕн çĕрĕсем — 3901 гектар.
Отчетсем тăрăх 26 ял хуçалăх предприятийĕ район территорийĕнчи 33948 гектар çĕрпе усă курать, çав шутра ял хуçалăх çĕрĕсем — 30220, сухаламалли çĕрсем — 25436 гектар. Хушма хуçалăх пур ытти предприятисен — 300 га. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пурĕ — 89, вĕсен 382 гектар çĕр пур. Çынсен харпăрлăхĕнче 28657 гектар çĕр шутланать, çав шутра ялсен çĕрĕсем — 2742 га, кусем пурăнмалли уйрăм çуртсемпе граждансен пĕтĕмĕшле харпăрлăхра тăракан çĕрĕсем, 25915 гектарĕ — ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем. Патшалăх тата муниципаллă харпăрлăхра тăракан çĕрсем — 16948 гектар.
Раççей Куçман пурлăхĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн районсем хушшинчи 5-мĕш №-лĕ пайĕнче 2 специалист ĕçлет, вĕсенчен çĕрпе усă курнине, ăна упранине патшалăх енчен тĕрĕслекен 1 çын çеç. 2004 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕ "Чăваш Республикин Красноармейски районĕнче муниципаллă çĕрсене тĕрĕслемелли Положени" йышăннă. Раççей Куçман пурлăхĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕпе район администрацийĕ хушшинче муниципаллă çĕрсене тĕрĕслес енĕпе пĕрле ĕçлесси пирки килĕшÿ пур. Çĕр саккунне пăсни çинчен муниципаллă организацисенчен пирĕн пата актсем пырса кĕмен кăçал.
Отчетлă тапхăрта пирĕн пай çĕрпе мĕнле усă курнине тата ăна упранине 33 хутчен тĕрĕсленĕ. Ун вăхăтĕнче, мĕнле харпăрлăхра тăнине пăхмасăр, тĕрлĕ категорири çĕр хуçисен, çĕрпе усă куракансен çĕрĕсене 14621 гектар çинче тĕрĕсленĕ, е вăл районти пĕтĕм çĕр фончĕн 32 проценчĕпе танлашать. Районта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тухăçлă усă курнине тĕрĕслес тĕлĕшпе комисси йĕркеленĕ. Унăн председателĕ — район пуçлăхĕ С. А. Николаев. Ака вăхăтĕнче тата ун хыççăн комисси, районти хуçалăхсене тухса çÿресе, усă курман çĕрсене тупса палăртнă, çитменлĕхсене пĕтермелли вариантсем сĕннĕ. Çĕрпе мĕнле усă курнине тата ăна упра- нине пĕлес тесе комплекслă тĕрĕслевсене район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экономика аталанăвĕн пайĕсен ĕçченĕсене, "Ял пурнăçĕ" хаçат сотрудникĕсене явăçтарнă.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕсленĕ чух кăçал çĕрпе усă курасси лайăхланни, ял хуçалăх çаврăнăшне кĕртнĕ çĕрсен лаптăкĕ ÿсни сисĕнет. Ун вăхăтĕнче районĕпе усă курман çĕрсене 2358 гектар тупса палăртнă. Вĕсенчен июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 524 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Сухаламалли çĕрсене, пĕчĕк рентабельлĕ тата вăрман массивĕсен тăрăхне куçармалли çĕр лаптăкĕсем йĕркелесе, çĕр кадастрне шута илме планлаççĕ. Кĕр тыррисене кăçал 5135 гектар акса хăварма пăхнă, е вăл пĕлтĕрхинчен 968 гектар ытларах. 960 гектарне вара усă курман сухаламалли çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе акаççĕ.
Кăçал пирĕн 5-мĕш №-лĕ МРОна патшалăх кадастрне шута илме тата куçман пурлăх обăекчĕсене улшăнусем кĕртме ыйтса çырнă 957 заявлени пырса кĕнĕ, çав шутран мартăн 1-мĕшĕ хыççăн — 603, е куллен вăтамран — 8 заявлени. Патшалăх кадастрĕн куçман пурлăхĕсем пирки сведени пама 1672 çын ыйтса çырнă, çав шутра мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса — 1181, куллен вăтамран 14 ыйту пулнă.
Пĕрремĕш çур çулта пирĕн пая 60 çын ыйтса пĕлме пынă, 3-шĕ — хуçалăх-организаци ертÿçисем. Ыйтусенчен ытларахăшĕ çĕр участокĕсене регистрацилессине ансатлатассипе, еткерлĕхе çыртарассипе, çĕр правине палăртакан документ илессипе, çĕр прави пуррине çирĕплетекен малтанхи документсене çухатнипе тата ыттипе çыхăннă.