11 июля 2008 г.
Çак тетте пек хитре çурта иртнĕ çул курсан, чылай хушă ун çине киленсе пăхнăччĕ. Траковская урамра вырнаçнă вăл тата пĕртен-пĕр йывăç çурт шутланать. Ытармалла мар капăр, такам кăмăлне те каймалла. Çавăнпах ун чух ăна ÿкерсе илсе райхаçатра çаптарса кăларас шухăш та çуралнăччĕ. Анчах та хуçисем “Ăна туса пĕтереймен-ха, кантăксене тата ыттине эрешсемпе илемлетсен, тархасшăн, ÿкерме пултаратăр” терĕç. Ку хутĕнче Красноармейскин çĕнĕ урамĕсене пăхса çаврăннă чух каллех çак çурт патне пырса тухрăм. Халĕ ăна çĕнĕ сăн кĕнĕ: чÿрече хашакĕсене, картиш калиткине эрешсемпе илемлетнĕ. Кил хуçисем те вырăнтах пулчĕç, çурт-йĕр тавра йĕрке тăватчĕç. Çемье пуçĕ Ю. Перепелкин хастар чăваш, активлă çын, иртнĕ çул тивĕçлĕ канăва тухнă. Унччен Заволжски ЛПУМГра компрессор машинистĕнче вăй хунă. Сăмах май вăл — ку газ уçлакан станцине тума хутшăннă пĕрремĕш строительсенчен пĕри. Юрий Анатольевич хăйсем патне кĕрсе курма, çурт-йĕре пахаллама сĕнчĕ. Тарават кил хуçи кăмăлне хуçас темерĕм, килĕшрĕм.
— Çурт пурине пĕлтĕр кÿрсе килнĕ. Унăн пĕренисене пĕр пек диаметрпа çавракалатса кăларнă. Пÿрте Патăрьел районĕнчи Туçари ăстасем турĕç. Çынсем кирпĕч çурт лартаççĕ те эпĕ йывăççине ытларах килĕштеретĕп. Унта сывлама лайăх. Халĕ çемйипех кунта пурăнма куçрăмăр ĕнтĕ, — сăмах çăмхине сÿтме пуçларĕ Юрий Анатольевич, хăй хуçалăхĕпе паллаштарнă май.
Калитке тата пÿрт умĕнче илемлĕ чечексем. Çуртăн сылтăм енче беседка, юнашарах çăл, вĕсем хитре, илемлĕхе ăнланакан алăсем ăсталани куç кĕретех. Пÿрт алăкĕсене те эрешсем илемлетеççĕ. Залра пурте хăй вырăнĕнче…
— Çак кунсенче электричество кĕртме килетпĕр терĕç-ха. Газ пирĕн урама çитиччен электроэнерги пулăшнипе ăшăнса пурăнасшăн. Çурт валли никĕс ярас умĕн пĕр кун маларах çăл чавтарнăччĕ те шыв пур пирĕн, унăн тути те лайăх, тутанса пăхас теместĕр-и... — сĕнчĕ кил хуçи.
Илемлĕхе чухлакан, унпа çывăх çын Ю. Перепелкин. Çуртăн икĕ енĕпе паралельлĕ Г саспалли евĕр хуралтăсем туса лартасшăн. Сылтăмра — çуллахи кухньăпа мунча, сулахайра витепе сарай пулмалла-мĕн. Вĕсене те йывăçранах лартасшăн.
— Халĕ эпĕ пенсире, качака, чăх-чĕп тата ыттине усрасшăн. Мăнуксене сĕт, çăмарта тата ытти те кирлĕ вĕт, — кăмăллăн сăмахлать Юрий Анатольевич.
Хăй ĕмĕт-тĕллевĕ патне çирĕппĕн утать Ю. Перепелкин. Ун пек çынсене шанма пулать. Карта çуммипе йывăçсем лартса тухнă. Вĕсен хушшинче чăрăш та пур. “Ятарласа хĕлле елка тума тесех лартрăм ăна. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăпарать пек-ха”, — хăй шанăçне çухатмасть кил хуçи.
Шăкăл-шăкăл калаçса вăй хураççĕ Перепелкинсем. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен вара ĕç яланах ăнать.