11 июля 2008 г.
Сана мĕн ĕç?
Федьăпа Алик пĕве хĕрринче пулă тытаççĕ. Алик хĕвел çине куçне хĕссе пăхса илчĕ те кĕленчери сĕте тутаранах çăкăрпа çирĕ, пушă кĕленчене пĕвене ывăтрĕ. Вăл путмарĕ.
— Мĕн тума петĕн? — терĕ Федя.
— Сана мĕн ĕç? — тесе хучĕ Алик.
— Мĕнле мĕн ĕç? Пĕвере ахаль те çÿп-çап нумай!
— Вара?
— Ил тенĕ сана!
— Ху ил! — хирĕç кăшкăрчĕ Алик.
Федьăпа Алик тавлашса кайрĕç, турткалашма тытăнчĕç. Тахăшĕн кĕпи чар! çурăлчĕ.
Хайхискерсем пĕве хĕрринчен иккĕшĕ икĕ çулпа килĕсене тавăрăнчĕç. Ассăн сывласа кĕтсе илчĕç вĕсем ыранхи куна.
Пĕве хĕррине каймалли тăкăрлăкра Алик Федьăна хăваласа çитрĕ. Аллисенче тимĕр кĕреплесем.
— Эс ăçта? — ыйтрĕ Алик Федьăран.
— Пĕве хĕррине, — хуравларĕ Федя.
— Эпĕ те... — кулса илчĕ Алик.
Федьăпа Алик пĕвери çÿп-çапа пуçтарма килнĕ тенине илтсен, пулă тытакан ачасем килĕсене чупса кайрĕç, тимĕр кĕреплесем илсе килчĕç. Хум çыран хĕррине пухнă çÿп-çапа вĕсем кĕреплесемпе шывран турта-турта кăларчĕç.
Пĕве пуçĕпе иртсе пыракан хаçат корреспонденчĕ ачасен ĕçне ытараймарĕ — ÿкерсе илчĕ.
Тепĕртакран хаçатра сăн ÿкерчĕкĕ пичетленчĕ. Ун çинче Федьăпа Алик тусĕсем хушшинче юнашар кăмăллăн кулса тăраççĕ.