11 июля 2008 г.
Утă уйăхĕн 3—5-мĕшĕсенче районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн “Шкул лесничестви” вĕрентÿ пĕрлешĕвне çÿрекенсем шкул лесничествисен республикăри ХХII слетне хутшăнчĕç. Кăçал вăл Куславкка районĕн территорийĕнче, Атăл юхан шывĕн хĕрринче иртрĕ. Пирĕн районăн “Лантăш” ятлă командинче Чатукасси вăтам шкулĕн 9 тата 11-мĕш класĕсенче вĕренекенсем Анжела Лукина, Геннадий Петров, Андрей Сорокин, Дмитрий Мечев, Дмитрийпе Татьяна Ивановсем пулчĕç. Çамрăк вăрманçăсене çумăр та, аслати те, çиçĕм те хăратма пултараймарĕç. Вĕсем палăртнă программăна виçĕ кунра туллин пурнăçларĕç.
Пĕрремĕш кунне, акă, çамрăк ботаниксен конкурсĕнче Дима Мечев 12 ача хушшинче пиллĕкĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Каçхине пурте пĕрле уçланкăна агитбригадăсен пултарулăхĕпе паллашма пухăнчĕç. Пирĕннисем çиччĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.
Иккĕмĕш кун çумăрлă килчĕ, зоологсен конкурсĕнче Андрей Сорокин иккĕмĕш пулчĕ, вăл çĕнтерÿçĕне кăшт кăна выляса ячĕ. Унтан Анжела Лукинапа Геннадий Петров çамрăк вăрманçăсем хушшинчи конкурса хутшăнчĕç, Анжела — виççĕмĕш, Геннадий çиччĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Çак кун пуриншĕн те асра юлмалла, интереслĕ пулчĕ. Вĕсем Атăл хĕрринчи “Кайăк вĕçевĕ” текен ту çинче экскурсире пулса курчĕç. Ку вырăнсен илемне сăмахпа сăнлама май çуках-тăр. Каçхине лагерьте туслăх кăвайчĕпе дискотека иртрĕ.
Виççĕмĕш кунне пирĕн гидробиолог Дима иккĕмĕш кăтартупа палăрчĕ.
Наградăсемпе чысланă чухне пирĕн “вăрманçăсем” нумай диплома тивĕçрĕç: вăрман лесничествин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчетпа — иккĕмĕшсем, стена хаçачĕсен конкурсĕнче виççĕмĕшсем пулчĕç. Çапла майпа вара командăсем хушшинче призлă иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Вĕсен ертÿçи — Чатукасси шкулĕнчи биологи учителĕ В. П. Иванова. Венера Петровна палăртнă тăрăх, кăçалхи вĕренÿ çулĕ кунти “вăрманçăсемшĕн” уйрăмах ăнăçлă килнĕ, вĕсем республика шайĕнче I—IIIстепеньлĕ дипломсене темиçе хутчен те тивĕçнĕ. Тăван тавралăх илемлĕхне тĕрлĕ енчен сăнама, пултарулăха кăтартма майсем туса панăшăн ачасем хăйсен ертÿçине тав тăваççĕ. Эпĕ те чатукассисене çитĕнÿпе ăшшăн саламлатăп, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма ăнăçусем сунатăп.