АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл юрламах çуралнă, тейĕн

11 июля 2008 г.

 

Кĕçĕн Шетмĕ каччи В. Иванов мĕн ачаран юрă-кĕвĕ патне туртăннă. Шкулта вĕреннĕ çулсенче кунти художество пултарулăх коллективĕн активлă членĕ пулнă, сцена çинчен анма пĕлмен тесен те юрать. Унтан, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ пухма пуçласан, çав туртăм вăй илсе малалла амаланса пынă. Виталий, вĕренÿрен пушă вăхăтра Вăрнарти культура çурчĕ çумĕнчи “Тивлет” юрăпа ташă ансамбль йышĕнче республикăри чылай хуласене, Шупашкарпа Вăрнар, Çĕрпÿпе Етĕрне, Красноармейски районĕсенчи ялсене çитсе, хăйĕн пултарулăхĕпе çĕршер çынна савăнтарнă. Турă пани пурах çав унăн. В. Ивановăн таланчĕ ÿссех пырать.

— Анчахрах Элĕкре иртнĕ “Вирьял шевли” конкурса хутшăнса, “Ан ятла мана, анне” юрра, сăввипе кĕввине те хамах çырнă, янраттарса килтĕм, диплома тивĕçрĕм, — пĕлтерет Виталий.

Виталий Владимировичăн репертуарĕнче, хăй çамрăк пулнă май, юратупа çыхăннă юрăсем ытларах. Вăл хăй халĕ эстрада юрăçисенчен ушкăн йĕркелесе республикăри ялсене концертсемпе тухса çÿрет. Акă, анчахрах Чатукассинче пулнă. Унта В. Иванов “Ан ман мана, савниçĕм”, “Парнелерĕм”, “Сана кăна юрататăп”, “Шурă çĕмĕрт”, “Çурхи вăрманта” тата ытти юрăсене шăрантарнă. Çав каç унпа пĕрле Татьяна Михеевапа Андрей Шадриков, Артур Васильевпа Инди каччи Дипендра Мани юрăçсем те килнĕ иккен. Тĕрлĕ çĕртен Виталие концертпа пыма чĕнеççĕ. Вăл вара вăхăт тупса халăх ыйтăвне тивĕçтермех тăрăшать.

В. Иванов анчахрах Шетмĕ Михалин “Шăпчăк сассине тăнларăм” сăввипе тепĕр юрă кĕвĕлесе, студире çыртарнă. Кăшт маларах унăн “Ан ятла мана, анне” юррине “Алтăр çăлтăр” сборникĕн 28-мĕш кăларăмне кĕртнĕ.

Виталий Иванов — пулас агроном. Кăçал виççĕмĕш курс пĕтерчĕ. Килес çул Вăрнарти техникума вĕренсе пĕтерсен, Кĕçĕн Шетмĕ каччи И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн эстрада факультетне (А. Уляндина класне) вĕренме кĕрес шутлă. Таланта чăматанра пытарса усрама юрамасть, ăна малалла аталантарса пыма тăрăшмалла. Çитменнине В. Ивановшăн хăйсен ялĕнче çуралса ÿснĕ РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Виталий Егорович Петров тÿпери çăлтăр евĕрех, вăл унăн кумирĕ пулса тăрать. В. Петров юрăçăн ырă тĕслĕхĕ ăна пурнăçра хавхалантарса пырать те. Кĕçĕн Шетмĕ каччине ĕмĕт-тĕллвне пурнăçа кĕртсе пыма ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика