11 июля 2008 г.
Кăçалхи августăн 23-мĕшĕнче нимĕç захватчикĕсене Курск пĕккинче çапса аркатнăранпа 65 çул çитет. Кунти тытăçусене Трак тăрăхĕнчен Тусайри Александр Исаков та хутшăннă.
Ял урамĕпе арçын утать. Васкамасть хăй. Кайсан-кайсан тăпах чарăнать тата. Сывлăш çавăрмалла кана-кана илет. Çамрăках мар ĕнтĕ Александр Исакович Исаков. Çитес çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче 85 çул тултарать. Ял-йышра ватти-вĕттипех паллаççĕ ăна. Вашават арçын. Ĕçпе пиçĕхнĕ ачаранпах. Çамрăклăхĕпе ватлăхне тăван тăрăхпа çыхăнтарнă.
— Эпĕ 33 çул механизаторта ĕçлерĕм. Хам ĕмĕрте 13 çамрăка ку профессие алла илме пулăшрăм. Прицепщикрен тытăнса, паллах, — тет Александр Исакович. — Çав йышри Анатолий Афанасьевпа Виталий Николаева пĕлетĕр пуль?..
Кусем иккĕшĕ те механизаторсем ĕнтĕ. Çĕр ĕçне парăннă çынсем. Халь ватлăхра пулин те “хурçă утсене” алăран ямаççĕ. Çамрăксене пулăшаççĕ. “Досаево” ял хуçалăх артелĕнче çав тери хисеплĕ те пултаруллă çынсем. Мухтанать вĕсемпе ветеран.
— Ялта пурăнакан çын чăн-чăн патриот вырăнĕнчех ĕнтĕ. Тÿсĕмлĕхĕпе ĕçченлĕхĕ чунра пурри чи хакли уншăн. Пуринчен те пулаймасть ялта пурăнасси, — тет фронтовик. — Шутласа пăхăр…
Вырăнлă сăмахсем. Александр Исаковича тав тумалла çеç. Çĕр хуçинчен вĕренмелли, ăса илмелли тупăнатех. Аса илмелли те чылай ватăн. Уйрăмах вăрçă çулĕсене манаймасть. Сăн ÿкерчĕксемпе çĕр-шыв наградисене час-часах тыта-тыта пăхать.
— Эпĕ вĕт 1942 çулхи август уйăхĕнче повестка илнĕ. 21-мĕш номерлĕ полкри иккĕмĕш вĕрентÿ бригадине лекрĕм. Пулеметчик пултăм. Смоленск облаçĕнчи Киров поселокĕшĕн çапăçни халĕ те манăçмасть. 1943 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕччĕ ун чух. Çĕр çунать вĕт. Таврара снаряд-бомба тăкăнать. Çухатусем те тÿсрĕмĕр. Çав-çавах нимĕçсенчен тасатрăмăр, — аса илчĕ А. Исаков. — Çак тытăçура сулахай алла амантрăм. Осколка кĕрсе тухса кайрĕ.
Каласа памалли самантсем татах тупăнчĕç. Белорусси çĕрĕнчи Могилев хулишĕн пынă çапăçура иккĕмĕш хут аманать. Пуçран осколка лекет.
— Орелпа Курск пĕккинче пурнăçпа вилĕм хушшинче тăтăмăр. Иккĕмĕш кун Орел хулине фашистсенчен тасатрăмăрах. Фу! Çав тери йывăр килчĕ. Пулеметпа çунтартăм çеç вăрă-хурахсене. Хама та леш тĕнчене ăсататчĕ снайпер. Пуля пулемет дискне пырса çапăнса çавăрса хучĕ вĕт. Унсăрăн… — тет пулеметчик. — Снайпер вĕлеретчĕ.
1947 çулхи апрель уйăхĕнче Тусай ялне таврăннă сержант. Çамрăка хăвăртах асăрханă. 1951—1984 çулсенче механизаторта тăрăшнă А. Исаков. Ĕç ветеранĕ — вăрçăн иккĕмĕш ушкăнри инваличĕ.