АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступленисем тăвассинчен асăрхаттармалла

11 июля 2008 г.

 

Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе милицисен участоксенчи уполномоченнăйĕсем хутшăннипе право йĕркисене пăснине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ вуннăмĕш ларăвĕ иртрĕ.

Унта район территорийĕнче право йĕркине сыхласси кăçалхи пĕрремĕш çур çулта епле пулни тата милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе çыхăнса ĕçлессине мĕнле йĕркелени пирки районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В. М. Рожков тата унăн çумĕ — обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ С. П. Батраков каласа пачĕç. Владимир Михайловичпа Сергей Петрович палăртнă тăрăх, милицин сотрудникĕсем районта право йĕркине пăснинчен асăрхатарассине çирĕппĕн тĕрĕслесе тăраççĕ. Шел те, тумалли те çук мар-ха. Акă, ют пурлăха çаратнă тĕслĕхсен хисепĕ ÿснĕ. Вăрласси Красноармейски тата Еншик Чуллă ял тăрăхĕсенче пысăкланнă. Йĕркелĕхе сыхлас енĕпе хальлĕхе Трак енре милицин участоксенчи 5 уполномоченнăйĕ тимлет. Ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçне те çĕнĕлле йĕркелесе ямалла: Раççей Пенси фончĕн районти уйрăмĕпе ял хуçалăх банкĕнчи дружинниксем çеç каçхи дежурствăна уйăхсерен тухаççĕ.

Ларура милицин Упи тата Красноармейски ял тăрăхĕсенчи участоксен уполномоченнăйĕсенчен Г. Т. Алексеевпа Я. А. Ивановран, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен В. К. Шестаковран пăхса тухакан ыйтупа информацисем итлерĕç, протокол хушăвĕсем, ку ыйту патне 9 уйăх кăтартăвĕсемпе тепĕр хут таврăнма йышăнчĕç.

Ларура право йĕркисене пăснине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен районти комиссин 2008 çулхи пĕрремĕш çур çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен комисси секретарĕ, район администрацийĕн юридически пайĕн пуçлăхĕ Л. И. Артемьев тунă отчета итлерĕç, ку ыйтупа та комисси членĕсем ятарлă йышăну турĕç.

Ларăва право йĕркисене пăснине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен районти комисси председателĕ, район пуçлăхĕ С. А. Николаев йĕркелесе пычĕ. Унăн ĕçне район прокурорĕ А. В. Шабалкин та хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика