11 июля 2008 г.
“Хĕл хырăмĕ аслă”, тенĕ ваттисем. Кăна пурнăç тути-масине тÿссе курнисенчен кашниех тенĕ пек хăйсем çинче тĕрĕсленĕ тата çав сăмахсем тĕрĕс пулнине ăнланать. Çавăнпах çăва тухсан выльăх-чĕрлĕх валли апат ытларахах янтăлама тăрăшать. Шел, çакăнта тепĕр чух чăрмавсем те сахал мар сиксе тухаççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл çанталăк сивĕ тăнипе тата чылай хушă çумăр çуманнипе курăксем лутра, çÿхе пулни. Юлашки эрнере çĕр çине ăшши çителĕклех анчĕ тата çумăрĕ кунсеренех çуса тăчĕ. Çавна май курăксем хитре хăпарчĕç.
Çак кунсенче Кĕçĕн Шетмĕ сĕт-çу ферми çывăхĕнче ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 8-чченех ĕç шавĕ татăлмасть. Сенаж хываççĕ кунта. Геннадий Козловпа Сергей Ришко механизаторсем — Т-150К, Гера Гавриловпа Филарет Козлов МТЗ-80 тракторсемпе кÿрсе килнĕ массăна Владимир Горшков тракторист бульдозерпа тĕксе салатса пусăрăнтарма пикенет.
— Кĕçех Юрий Константинов Т-150К тракторпа пусăрăнтарма килмелле, — терĕ Эдуард Гаврилов ĕçчен. Вăл, апат пахалăхлă пултăр тесе, таптакан масса çине тăвар тата кĕвелĕк сапса тăрать. Пĕр сăмахпа каласан, сенаж хывакансем технологие çирĕп пăхăнаççĕ.
Вĕтетнĕ симĕс масса турттаракансем трактор прицепĕсене пушатса Кăмакал еннелле çул тытаççĕ. Кунта Юрий Гаврилов Андрей Кузьминпа Александр Сергеев КПС-5Г косилкăсемпе çулса кушăхтарнă люцерна курăкне КСК-100 комбайнпа пухса вĕтетсе кузовсене тултарать. Масси япăх тееймĕн. Вăрман тăрăхĕн тепĕр енче вара Юрий Козлов тепĕр косилкăпа люцерна курăкне тÿрремĕн çулса вĕтетет.
“Нива” ЯХПК выльăх апачĕ хатĕрлемелли техника енчен пуян. Вĕсемпе выльăх апачĕ çителĕклех янтăлама пулать. Çакăншăн вăй хураççĕ те кунта. Хуçалăхра ут çи валли ĕç планне тата ĕçшĕн тÿлемелли-хавхалантармалли условисене туса хатĕрленĕ, вĕсемпе механизаторсене паллаштарнă. Халĕ вара сенаж траншейине палăртнă вăхăтра хупса тивĕçлĕ тÿлев илме тăрăш кăна, ĕçле, ан ÿркен, механизатор.