08 июля 2008 г.
“Караево” ял хуçалăх производство кооперативĕнче симĕс ĕç çи вăй илсех пырать. Халĕ Кÿлхĕрри сĕт-çу ферминче хĕрсех силос хываççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн агрономи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕпе В. Васильевпа эпир кунта июлĕн 2-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен пултăмăр. Пире хирĕç силос траншейинчен, симĕс масса пушатса, ГАЗ-53 автомашина тухрĕ. Руль умĕнче хуçалăхри ăста водительсенчен пĕри — Н. Федотов. Çулленхи евĕрех, кăçал та ăна силос хывакан звенона ертсе пыма шаннă-мĕн.
— Эрне ĕнтĕ кунта ĕçлетпĕр. Радик Кузьминпа Сергей Абрамов тата эпĕ ГАЗ-53 автомашинăсемпе симĕс масса турттаратпăр. Районти “Сельхозхимирен” тепĕр икĕ техника ярса панă. “Волга-2” косилкăна Эдик Иванов ĕçлеттерет, — пĕлтерет Николай Васильевич.
Унăн нумай калаçса тăма вăхăт çук, çавна май вăл Кÿлхĕрри уйне çул тытрĕ. Силос траншейи патне симĕс масса тиенĕ машинăсем пĕрин хыççăн тепри килсе чарăнаççĕ, кузовĕсене пушатса малалла çул тытаççĕ. Сергей Степановпа Олег Иванов çамрăк механизаторсем бульдозерсемпе вĕтетнĕ массăна тĕксе траншея тăрăх сапалаççĕ те таптаса пусăрăнтарма васкаççĕ.
— Ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 9—10-чченех кунта ĕç шавĕ тăрать, — тет Иван Ильин учетчик. — 17—27 рейс таранах тăваççĕ. Ку ĕнтĕ çанталăк мĕнле пулнинчен килет…
— Олег Иванов тракторист çĕрĕпе тенĕ пекех таптаса пусăрăнтарать. Силос лайăх пултăр тесе, масса çине тăвар сапатпăр… — ĕç-пуçпа малалла паллаштарать Кÿлхĕрринчи сĕт-çу фермин заведующийĕ Г. Васильева.
Çапла кунта ĕç вĕресе кăна тăрать. Ара, апачĕ 500 ытла пуç выльăх валли чылай кирлĕ вĕт. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ те карайсен пĕчĕк мар — 739 гектар. Июлĕн 3-мĕшĕ тĕлне 300 гектарĕ çинчине çулнă. Курăк ватăличчен ытти лаптăкрине пĕрремĕш хут çулса апат тума ĕлкĕрмелле. Силос хывас ĕç малалла пырать.