АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурчкапа тăри

08 июля 2008 г.

 

Паянхи пекех лайăх ас тăватăп, 1974 çулхи авăн уйăхĕнче пулса иртрĕ ку ĕç. Çанталăк çу каçипех шăрăх тăчĕ. Çумăрлă кунсем питĕ сахал пулчĕç. Çавна май тĕш тырăсем ир пиçсе çитрĕç. Хуçалăхсем авăн уйăхĕн варринче мĕн пур лаптăксем çинчи тырра вырса пĕтерчĕç, улăма пухса урана хыврĕç. Уйсем пуш-пушах выртатчĕç.

Кăнтăрла иртни пĕр виçĕ сехет тĕлнелле эпĕ кÿршĕллĕ “Нива” хуçалăха ĕçпе кайма тухрăм. Красноармейски — Шупашкар автоçул çинчен Чатукассинелле каякан çул çине машинăна пăртăм кăна, тÿпере чăх хурчки вĕçни курăнса кайрĕ. Тинкеререх пăхрăм та хурчка умĕнче тăри вĕçнине асăрхарăм. Хурчка тăрине тытасшăн иккен. Акă вăл сарлака çунаттисемпе хăвăрттăн темиçе хутчен авăсса илчĕ те, тăри патнех çывхарса, урисене малалла тăсрĕ. Тăрин те пурнăçран уйрăлас килмест, юлашки вăйне пухса, малалла вирхĕнчĕ, хурчка чĕрнисенчен хăтăлчĕ.

Çакна курсан, эпĕ машинăна васкавлăн чарса лартрăм, кайăксене сăнама пуçларăм. Халь ĕнтĕ хурчкан тепĕр хут хăвăртлăха ÿстерсе тăри патне çывхарма тивет. Çак самантра тăри манăн машинăна асăрхарĕ те, чул пек персе анса, ун айне кĕрсе пытанчĕ. Чăх хурчки, умри аш турамне алăран вĕçертнĕскер, тÿпере тепĕр çаврăм турĕ те вăрман еннелле вĕçтерчĕ.

Эпĕ, вилĕмрен çăлнă кайăка хĕрхенсе, пĕр вунă минут машинăна тапратмасăр вырăнтах лартăм. Ун хыççăн, алăка сассăр уçса, васкамасăр тухрăм. Тăри машина айĕнчех ларать иккен. Мана асăрхасан, ирĕке тухса, çул хĕрринчи саралнă курăк хушшине кĕрсе çухалчĕ. Эпĕ те, çепĕç кайăка çăлнипе çунатланса, хамăн ĕçпе малалла çул тытрăм.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика