АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç каçалăкĕ

08 июля 2008 г.

 

Екатерина Федоровна Железина чипер пит-куçлă, илĕртÿллĕ хĕрарăм. Кашнинпех тарават. Çырмапуç Карай ялĕнче çуралнă вăл. Карайри вăтам шкулта вĕреннĕ. Ун хыççăн И. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче (халь университет) пĕлÿ пухнă. Аппăшĕ — Мария Федоровна та çакăнтах вĕреннĕ. Екатерина алла вырăс тата чăваш чĕлхисен предмечĕсен вĕрентекенĕ пулнине çирĕплетекен диплом илсен Йĕпреç районĕнчи шкулта вăй хунă. Кунта вара çемье çавăрнă, Сергей Железина качча тухнă.

— Манăн пурнăç биографийĕ Красноармейскинчи вăтам шкулпа çыхăнчĕ. Ку йышра чылай çул вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентрĕм. Мĕн чухлĕ çамрăка пурнăç çулĕ çине кăларман пулĕ эпĕ. Хĕпĕртетĕп, мухтанатăп вĕсемпе, — тет Екатерина Федоровна. — Чăннипех те савăнатăп.

Хăй вĕрентнĕ ачасем те ырă кăмăллă та вашават хĕрарăм пирки яланах ăшă сăмахсем, чун-чĕрене вăй-хăват паракан йĕркесем тупаççĕ. “Ах, епле ăш пиллĕ, чун-чĕре уççиллĕ хĕрарăм вăл, Екатерина Федоровна. Турă сывлăх патăрах ăна”, — теççĕ.

Е. Железина — тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Апла пулин те алăсене усса лармасть. Яланах канăçсăр. Кил-çуртра та вăр-вар. Общество пурнăçĕнче те активлă.

— Район центрĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçинче вăй хуратăп эпĕ. Унпа пĕрлех Красноармейскинчи библиотека çумĕнчи “Забота” клубра та тĕрлĕрен мероприятисене йĕркелессишĕн чылай ĕçлетĕп. Акă, сăмахран, К. Ивановăн “Нарспи” поэмине çырнăранпа 100 çул тултарнă май, район библиотекипе пĕрле савăнăçлă каç ирттертĕмĕр. Ветерансем яланах манпа юнашар. Кашнин çуралнă кунне пĕрле пухăнса паллă тăвасси çирĕп йăлара пирĕн. Час-часах экскурсисене тухса çÿретпĕр. Тата районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорне те çÿретĕп. Юрлама юрататăп вĕт, — тет Екатерина Федоровна. — Чун-чĕре çапла хушать мар-и?

Кăçал кăна-ха Янкасра, Тусайра, Пайсупинра, Карайра, Васнарта пулнă, халăха юрă-ташăпа савăнтарнă. Пур çĕрте те ветерансене вашават кĕтсе илнĕ, ăнăçусем, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул суннă.

Екатерина Федоровна юратнă мăшăрĕпе — Сергей Ивановичпа — пĕрле икĕ ача пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Ывăлĕ — Саша — инженер-конструктор, хĕрĕ — Таня — Шупашкарта врач-гинеколог-эндокринолог.

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче хисеплĕ çыннăмăр, хаклă тус-юлташăмăр — Екатерина Федоровна Железина хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Ăна эпир çав уяв ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, кил ăшши сунатпăр. Малашне те мăшăрпа тату пурăнма, мăнуксен иксĕлми телейне курма Турă вăй-хăват, пархатар патăр, Сире, Екатерина Федоровна!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика