АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çавалçырмасем ентешĕн ятне манăçа кăлармаççĕ

08 июля 2008 г.

 

Уяв Чатукасси ялĕнче пуçланчĕ. Кунти кану центрĕнче малтанах “Филипп Лукин: музыкант, общественный деятель” кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Унăн авторĕ М. Г. Кондратьев музыковед-профессор Ф. М. Лукин пултарулăхĕ иксĕлми пулнине, кĕнекере Филипп Мироновичăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне туллин çутатма çине тăнине, сăн ÿкерчĕксем нумаййине палăртрĕ. Михаил Кондратьевича пысăк ĕçшĕн тăванĕсемпе çывăх çыннисен ячĕпе Ф. М. Лукинăн хĕрĕ — Татьяна Филипповна тата Чатукассинчи Ф. Лукин ячĕллĕ халăх музейĕн директорĕ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. М. Матвеев ăшшăн тав турĕç. Филипп Миронович пирки унăн вĕренекенĕ Алевтина Зинкина юрăç (вăл Тутарстанра çуралнă) чун-чĕрери ăшă туйăмпа аса илчĕ. Унтан ял çыннисене республикăри культура институчĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Концертра Ф. М. Лукин юррисем, çав шутра тĕнчипех палăрнă “Уçланкăри палан” (сăвви — Чăваш халăх поэчĕн Ю. Сементерĕн) юрă та, янăрарĕç. Вĕсене ыттисемпе пĕрлех Чăваш халăх артистки Валентина Смирнова та юрларĕ.

Уяв Филипп Мироновичăн тăван ялĕнче — Çавалçырмара малалла тăсăлчĕ. Район пуçлăхĕ С. А. Николаев, хăнасем композитор çуралнă çурт çинчи асăну хăми патне чĕрĕ чечексем хучĕç. Районти культура ĕçченĕсем (илемлĕх ертÿçи — Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Н. М. Никоноров) ятарласа ăсталанă сцена çине Ф. М. Лукинăн темиçе юррине шăрантарнă хыççăн уява район пуçлăхĕ С. А. Николаев уçрĕ. Чăваш Республикин тата Красноармейски районĕн Гимнĕсем мăнаçлăн янăрарĕç. Станислав Андреевич чăвашсен мухтавлă композиторĕн Ф. М. Лукинăн пултарулăхĕ иксĕлми пулнине палăртрĕ. “Филипп Мироновичăн кашни кĕвви чуна пырса тивет. Унăн юррисем Тăван çĕр-шыва, тăван тавралăха юратма чĕнеççĕ. Илемлĕ çак вырăнсем ăна хавхалантарса-пулăшса тăнă”, — терĕ район пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех район центрĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçине Е. Ф. Железинана — Хисеп грамотипе, Ю. Н. Лукин предпринимателе Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Уявра малалла Чăваш композиторĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Н. Н. Казаков, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн директорĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ В. С. Григорьев (Валерий Сергеевич район пуçлăхне С. А. Николаева Ф. М. Лукин пирки кăларнă çĕнĕ кĕнекене парнелерĕ, Станислав Андреевич ăна шкулсемпе ялсенчи тĕслĕх библиотекасем валли туянма хатĕррине палăртрĕ), кĕнеке авторĕ М. Г. Кондратьев музыковед-профессор (Михаил Кондратьевич кĕнекене Ф. М. Лукинăн Чатукассинчи халăх музейĕн директорне Н. М. Матвеева пачĕ), Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн президенчĕ Н. А. Зимин (Николай Александрович Н. М. Матвеева республикăри халăх пултарулăх çурчĕн Хисеп грамотипе чысларĕ, музее кĕнеке парнелерĕ), И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ю. Д. Кудаков композитор, Шупашкарти Н. В. Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорĕ В. В. Сапожников, Ф. М. Лукин мăнукĕ — Мария Левитова (композитор мăнукĕ Филипп Миронович ятне упранăшăн район администрацине, унăн пуçлăхне С. А. Николаева, кĕнеке авторне М. Г. Кондратьева ăшшăн тав турĕ), Н. Г. Артемьев предприниматель (Николай Геннадьевич район администрацийĕн социаллă аталану секторĕн заведующине В. Н. Лукина Чатукассинчен Шупашкара автобуспа ĕмĕрлĕх тÿлевсĕр çÿремелли сертификат пачĕ), Ф. М. Лукинăн Чатукассинчи халăх музейĕн директорĕ Н. М. Матвеев сăмах каларĕç.

Унтан пысăк концерт иртрĕ. Тĕпрен илсен, Филипп Миронович юррисем янăрарĕç. Вĕсем ял çийĕн мăнаçлăн юхрĕç. Шупашкарти Н. В. Никольский ячĕллĕ педколледжри пултарулăх ушкăнĕнче Янкасри Света Митрофанова та пулчĕ, В. В. Сапожников директор та халăх умĕнче Ф. М. Лукин юррине юрларĕ.

Уяв нумая тăсăлчĕ. Каç енне сцена çинче чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Спорт мероприятийĕсем иртрĕç. Шÿрпе тутанса пăхма та май пулчĕ.

Ку уява ирттерме “Гигант”, “Красное Сормово” хуçалăхсем, райпо, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, “Трак ен” ентешлĕх, Ю. Н. Лукин, Н. Г. Артемьев предпринимательсем, В. В. Григорьев, А. В. Ефремов, А. В. Васильев, А. В. Александров, О. А. Иванов, ял старости Э. Г. Сергеев, М. Н. Матвеев, В. Г. Кураков, О. Н. Степанов тата А. В. Степанов пулăшу кÿнĕ. Ял ачисем те аякра юлман.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика