АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри çĕр йĕркелÿçĕсем пĕрремĕш çур çулхи кăтартусене Трак енре пĕтĕмлетр

08 июля 2008 г.

 

Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче пирĕн район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче Куçман пурлăх обăекчĕсен кадастрĕн федераллă агентствин Чăваш Республикинчи Управленийĕ территорири (районсем хушшинчи) пайсен пуçлăхĕсемпе тĕп специалисчĕсем хутшăннипе “Специалист кунĕ” — семинар-канашлу ирттерчĕ. Ăна асăннă Управлени ертÿçи В. Г. Егоров уçса йĕркелесе пычĕ.

Валерий Григорьевич малтанах пирĕн район пуçлăхне С. А. Николаева сăмах пачĕ. Станислав Андреевич Чăваш Ен районĕсенчи çĕр йĕркелÿçĕсене Трак çĕрĕ хаваспах йышăннине пĕлтерчĕ, вĕсене Çĕр йĕркелÿçĕ кунĕпе (утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче паллă тăваççĕ профессилле ку уява) саламларĕ, ăнăçуллă ĕç сунчĕ. Хамăр тăрăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май, район пуçлăхĕ “Красное Сормово” хуçалăхпа В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕнче талăкри сăвăм ĕне пуçне 18— 16-шар килогрампа танлашнине (районĕпе вара 13,5 килограмм), выльăх йышне ÿстерсех пынине, кăçал пусă çаврăнăшне ял хуçалăхĕнче усă куракан 1400 гектар çĕре кĕртме хатĕррине, пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарасси ĕçри тĕп енсенчен пĕри пулнине (çак отрасльте районта ĕçлекен çынсен 30 проценчĕ вăй хунине, район бюджечĕн 14 проценчĕ вĕсен тÿпи пулнине, унччен “Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕ пулнă территорире çеç пĕчĕк 12 предприяти ĕçленине), налук хывакан пысăк предприятисен йышĕнче тулли мар яваплă “Чулхула Газпром Трансгаз” пĕрлешÿ филиалĕ — “Заволжски ЛПУМГ”, Красноармейскинчи сĕт-çу завочĕ тата райпо пулнине, район бюджетăн 30 процентне хăй ĕçлесе илнине, район тÿлеме пултараслăх хаклавĕпе тата муниципаллă финанссемпе ертсе пырассин пахалăхĕ енĕпе Чăваш Енре 2007 çулта ирттернĕ мониторинг кăтартăвĕсемпе иккĕмĕш вырăнта тăнине палăртрĕ, ырă ытти хăшпĕр улшăнусем, йывăрлăх-чăрмавсем, вĕсенчен хăтăлмалли майсемпе тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.

Унтан “Чăваш Республикинчи çĕр йĕркелÿ службине туса хунăранпа — 88 çул, кăçалхи I çур çулхи ĕç итогĕсем тата II çур çулта тăракан задачăсем” темăпа Куçман пурлăх обăекчĕсен кадастрĕн федераллă агентствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçи В. Г. Егоров доклад турĕ.

Валерий Григорьевич сăмахĕнчи хăш-пĕр фактсемпе цифрăсене илсе кăтартасах тетĕп. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕ Çĕр йĕркелÿçĕ кунĕ пулнипе пĕрлех Чăваш çĕр-шывĕнче çĕр йĕркелÿ службине туса хунă кун пулнипе те паллă (унтанпа 88 çул çитрĕ — В. Д.). Çĕр йĕркелÿ пайĕн пĕрремĕш заведующийĕ А. А. Куликов пулнă. 1925 çулта Чăваш АССРĕн çĕр ĕç халăх комиссариатне туса хурсан та, çĕр хутшăнăвĕсене аталантарса çĕнетессипе çыхăннă çул-йĕр улшăнман. 1929 çулта Чăваш АССРĕн пĕтĕмĕшле тата тивĕçлĕ çĕр йĕркелĕвĕ çинчен положенине çирĕплетнĕ. И. В. Тюрин профессор ертсе пынипе 1943 çулта пуçласа республикăн çĕр картти кун çути курнă. 1935 çулхи нарăс уйăхĕнче колхозник-ударниксен Пĕтĕм Раççейри II сăезчĕ ял хуçалăх артелĕн примерлă (тĕслĕх) Уставне йышăннă хыççăн пирĕн республикăра та Уставсем йышăнса регистрацилесси, çĕре ĕмĕрлĕх усă курма патшалăх акчĕсем массăллă парасси пынă. 1967 çулта Чăваш Енре шăваракан çĕрсен лаптăкĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿсме тытăннă, 10 çул хушшинче 28 пинрен 38 пин гектара çити ÿснĕ. Республика Правительствин 1991 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕнчи 46-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн районсенче çĕр реформи тата çĕр ресурсĕсем енĕпе ĕçлекен комитетсем туса хунă, çав çулхи авăн уйăхĕнчи 310-мĕш №-лĕ йышăнупа вара çĕр реформине ирттермелли программăна çирĕплетнĕ. 1993—1999 çулсенче граждансемпе юридически сăпатра тăракансене (289 пин) çĕр докуменчĕсемпе тивĕçтернĕ. 1994 çулта ял администрацийĕсем валли 3 уйăхлăх курссенче çĕрпе ĕçлекен 350 ытла специалист хатĕрленĕ.

Валерий Григорьевич докладра унччен ертÿçĕре вăй хунисемпе ветерансен хушамачĕсене, çав шутра Трак енрисенне те, асăнса хăварчĕ. Ку енĕпе тăрăшнă К. С. Сергеев (Карайран), ав, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăнă, пенсире пулсан та, нумай çул хăй юратнă ĕçе панă. Л. И. Антонов та çак чыса тивĕçнĕ (Леонид Илларионович семинар-канашлăва та хутшăнчĕ — В. Д.). А. И. Иванов та ку енĕпе сахал мар ĕçленĕ. Халь ĕçлекеннисене тав сăмахĕсем калама та манмарĕ Управлени ертÿçи. Пирĕн районтан пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен секторĕн заведующийĕ В. В. Николаев, Алманч, Еншик Чуллă, Красноармейски тата Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕсен специалисчĕсем О. В. Сергеев, В. В. Петров, В. М. Николаева тивĕçрĕç ку чыса. Вĕсене тата районсем хушшинчи 5-мĕш пайăн тĕп специалист-экспертне Г. Н. Никифорована В. Г. Егоров Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Валерий Григорьевич çавăн пекех Управлени умĕнче кăçалхи I çур çулта пысăк задачăсем тăни, вĕсене, тĕпрен илсен, пурнăçа кĕртни пирки каларĕ. Ăнлантару ĕçне туса пыма массăллă информаци хатĕрĕсем (паллах, ку йышра пирĕн районти “Ял пурнăçĕ” хаçат та пур — В. Д.) пысăк пулăшу кÿнине те палăртса хăвармасăр иртмерĕ вăл. Кунпа пĕрлех Валерий Григорьевич Управлени умĕнчи тĕллевсемпе задачăсене те асăнчĕ. Стратегилле тĕллевсен йышĕнче чи малтанах куçман пурлăх рынокне аталантарма кирлĕ условисем тата куçман пурлăхăн патшалăх кадастрĕн тулли информаци тытăмне туса хурасси, республикăра çĕрпе тĕллевлĕ тата эффективлă усă курассине йĕркелесси тĕпре пулса тăраççĕ.

Президентăмăрăн 2006 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнчи 80-мĕш №-лĕ Указĕпе килĕшÿллĕн, куçман пурлăх обăекчĕсен кадастрне шута илессине кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемеллеччĕ. Çак ĕçе ăнăçлă пурнăçлама май килнĕ. Чăваш Енре, шутласа пăхар-ха, пĕтĕмпе 600847 çĕр участокĕ (кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлнехи цифра ку — В. Д.). Кăçалхи 6 уйăхра кăна çĕр ыйтăвĕсемпе Управленире 33403 çынна, е иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 32 процент нумайрах, йышăннă.

Пирĕн районта та ĕç-пуç пĕр вырăнта тăмасть. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ харпăрлăхăн пĕтĕмĕшле пайĕнчи 25658 гектар çĕртен сухалакан 11562 гектар çинче (51 процент) территори çĕр йĕркелĕвне ирттернĕ. 12 хуçалăхри 5962 гектар çĕре патшалăх кадастрне шута илнĕ. Кусем — территори çĕр йĕркелĕвĕ витĕр тухнă ыйтакан çĕр пайĕсен çĕрĕсем, çав шутран 6 хуçалăхри 119 гектар çĕре патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларнă. Анчах пур пĕр ĕçлемелли те сахал мар-ха.

Управлени ĕçĕнче, палăртрĕ В. Г. Егоров, çĕр тĕрĕслевне ирттересси те тĕпре тăрать. Ку 2006 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче тухнă “Патшалăх çĕр тĕрĕслевĕ çинчен” положенипе килĕшÿллĕн пулса пырать. Кăçалхи 5 уйăхра çеç Управленине çĕр законодательствине пăсни çинчен калакан 164 çыру пынă. Пĕтĕмпе 1372 тĕрĕслев ирттернĕ, 451 çитменлĕх тупса палăртнă, 427 предписани панă, протокол çырса административлă 241 ĕç пуçарнă, 241 çынна 236 пин тенкĕлĕх штрафланă, вырăнти бюджетсене 223 пин тенкĕ штраф укçи пырса кĕнĕ.

Унтан семинар-канашлура районсем хушшинчи 5-мĕш пайăн тĕп специалист-эксперчĕ Г. Н. Никифорова, Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ А. И. Дмитриев, ЧР “Çĕр кадастрĕн палати” федераллă патшалăх учрежденийĕн директорĕ Т. Г. Матвеева, Мордва Республикин Саранск хулинчи тата Шупашкарти тулли мар яваплă “Гипрозем” пĕрлешÿсен директорĕсем В. П. Антоновпа В. Н. Иванов, Чăваш ял хуçалăх академийĕн доценчĕ, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Т. А. Ильина тата ыттисем тухса каларĕç.

“Специалист кунĕнче” Управлени йышĕнче малта пыракансене те чысларĕç.

Унтан семинар-канашлура пулнисем тулли мар яваплă “Чулхула газпром Трансгаз” пĕрлешÿ филиалĕн — “Заволжски ЛПУМГн” физкультурăпа сиплев комплексĕнче иртнĕ спорт вăййисене хутшăнчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика