04 июля 2008 г.
Хресченĕн ытларах çĕр ĕçĕпе ĕçлемелле, выльăх-чĕрлĕх пăхмалла. Хăть те мĕнле çанталăк пулсан та черет çитсен касу пăхмалла. Çапла пулса тухрĕ те манăн сурăх касăвĕ çитсессĕн...
Тăватă кун çÿрерĕмĕр арăмпа иксĕмĕр таса уйра, çырмара. Çанталăкĕ ăшах пулмарĕ, юлашки кунхине юр та çуса кăтартрĕ. Вĕри чей те каç енне сивĕнсе каять. Утса ывăннипе тарлатăн, ирĕксĕрех сивĕ чее ĕçетĕн. Тăваттăмĕш кунхине иксĕмĕр те чирлерĕмĕр, пыра ярса илчĕ, сасăсем те тухми пулчĕç, калаçу та урăхланчĕ. Тавăрăнсассăн вĕри чейпе, пылпа ĕçрĕмĕр, анчах та тепĕр кунхине те çав-çавах.
Кайрăм вара Шывпуçĕнчи фельдшерпа акушер çуртне эмел туянма. Шала кĕтĕм, ĕçлекенсем вырăнтах, ял тăрăх та тухса кайман, района та çул тытман. Хам ăшăмра савăнтăм. Манăн телей пур тетĕп. Чирлени çинчен пĕлтертĕм те сывалма эмелсем ыйтрăм. Надежда Анатольевна Иванова, тухтăр çурчĕн пуçлăхĕ, айăпа кĕнĕ çын пек ман çине йăвашшăн пăхрĕ те: “Сире эмелпе тивĕçтерейместĕп, пире сутма чарнă. Çавăнпа эмелĕсем те çук. Эмел ячĕсене çырса паратăп та сирĕн Красноармейски аптекине каймалла пулать”, — терĕ.
Ак, тамаша, терĕм эпĕ. Чирлĕ çынăн тата Красноармейскине кайса килмелле. Май уйăхĕн пуçламăшĕнче кăна, ваттисен канашĕн пуçлăхĕ пулнă май, ветерансен пленумĕнче пулма тÿр килчĕ. Унта район пуçлăхĕн çумĕ Н. Антонов пĕтĕм ваттисен умĕнче районти ялсенчи тухтăрсен çурчĕсене эмел сутма пăрахтармастпăр тесе шантарса каларĕ. Çук, сăмах çирĕпленмерĕ, ирĕксĕрех района каякан автобус çине тухса утрăм.
Района çитме çывăх мар, пилĕк çухрăм çурă утмалла, тепĕр вăтăрăшне автобуспа каймалла. Автобусĕсем те час-час çÿремеççĕ, çул укçи те кайса килме 70 тенкĕ ытла тухса каять. Тăватă Чуракасси ялĕсенче ватăсем кăна 150 çын ытла, çамрăксем те чирлеме пултараççĕ. Эмел туянма пурин те Красноармейски аптекине кайма тивет.
Ак, тамаша...