04 июля 2008 г.
Паллă ĕнтĕ, саккунпа килĕшÿллĕн, 20 е 45 çулсем тултарнă граждансен 30 кун хушшинче паспорта çĕннипе улăштармалла. Кашни çамрăка, енчен те вăл 14 çул тултарнă пулсан, Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документ — паспорт — кирлĕ.
Ун валли çак документсене тăратмалла:
III формăллă заявлени;
çурални çинчен ĕнентерекен свидетельство;
икĕ сăн ÿкерчĕк;
патшалăх пошлинине 100 тенкĕ тÿленине ĕнентерекен квитанци.
Кунта çакна калани вырăнлă. Юлашки вăхăтра уйрăм çынсем, харпăр хăй тимсĕрлĕхне пула, паспортсем çухатнă тĕслĕхсем те тĕл пулчĕç. Акă, кăçалхи июнĕн 24 — 27-мĕшĕсенче Красноармейскинче, Шывпуçĕнче, Кушкăра пурăнакан уйрăм çынсем хăйсен паспорчĕсене çухатнă. Хамăрăн яваплăх çуккине çирĕплетет çакă.