04 июля 2008 г.
Ĕçкĕçсене шута илеççĕ-и халь. Илеççĕ. Васнарта та пур-ха вĕсем. Çавах та хамăн калаçăва ĕçменнисем пирки сыпăнтарасшăн. Епле чăтăмлă, туйăмлă арçын пурăнать ку ялта. Хаяр шĕвеке тÿсеймест. Хăшĕ-пĕри пек пĕр-пĕр хулара пулса сипленмен, алкогольрен хăтăлассипе укçи-тенкине тăккаламан. Пĕр пус та...
— Хамăн чун-чĕре хăвачĕ вăйлипе парăнтарнă эпĕ хаяр шĕвеке. Пуринчен те пулмасть ку, — ăнлантарать 76 çулхи арçын. — Эсир тăрăшса пăхăр-ха.
Хăçантанпа ютшăнать-ха вăл “симĕс çĕлентен”? Мĕншĕн-ха пачах ĕçмест?.. Тен, хăйне тыткаласси çинчен манать çавăн чух?
Сăлтавĕ пур. Пĕр вăхăтра, çамрăкрах чухне, чип-чипер ĕçлекен çыннах, темле сăлтавпа ĕçкĕçсен йышне кĕртнĕ. Ирĕксĕрлесе сывалма, сипленме те янă.
— Хĕрĕх çул эпĕ уррисен йышĕнче. Хама яланах таса шухăш-кăмăллă туятăп, — тет ватă. — Унччен кÿрентерни чĕререн тухмасть çав.