04 июля 2008 г.
Район территорийĕнче июнĕн 15—30-мĕшĕсенче йĕркелĕхе пăснине кăтартакан оперативлă сводкăран:
— Июнĕн 15-мĕшĕнче Янмурçин ялĕнче пурăнакан, 1978 çулта çуралнă çамрăк ĕçнине пула ашшĕне хĕненĕ.
— Июнĕн 26-мĕшĕнче каçхине 20 сехетре Пулайкассинчи пĕр çамрăк 1982 çулта çуралнă мăшăрне çапса пĕтернĕ.
— Çÿлерех асăннă тапхăрта паллă мар çынсем Сурăм участок лесничествин 88-мĕш кварталĕнче, Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕ çывăхĕнчен лăсăллă 19 йывăç касса кайнă. Тăкак — 30 пин тенкĕлĕх.
— Июнĕн 26—29-мĕшĕсенче район территорийĕнче пурăнакан 4 çын, тĕрлĕрен сăлтавсене пула, харпăр хăй паспорчĕсене çухатнă.
— Асăннă тапхăрта районта пурăнакан 5 çын çĕре кĕнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ — 1943, 1944 çулсенче çуралнисем.