04 июля 2008 г.
Тÿрех пуçлам-ха хам мĕнрен тĕлĕнни çинчен. Ака туй лайăх иртрĕ. Çанталăкĕ хĕвеллĕ, ăшă пулчĕ. Пурте савăнчĕç пуль уявра. Анчах та пĕр ушкăн, çынсем юрă-ташă курса киленнĕ вăхăтра, машинăпа çынсенчен аяккарах кайса шашлăк пĕçерсе çинĕ. Ун пек лайăх вырăн “Анис” дача хыçĕнчи вăрманпа пĕве хĕрринче пур. Пĕр пилĕк метр вăрманалла кĕнĕ те икĕ вучах чĕртнĕ. Вуттине вара вăрманти хăрăка пуçтарман, пуртă илсе хĕрринчи дача картине пĕр 10 метра яхăн сÿтсе кайнă.
Юнашар дачинчен лармашкăн вăрăм хăма сĕтĕрсе тухнă. Ăслă-тăнлă, культурăллă çынсем пулнă пуль-ха та, сарай алăкĕ çумне туалет туса хăварнă, пĕр çур метр тăршшĕ туалет хучĕ выртать. Вучахĕсене сÿнтерме тепĕр дачăран 16 шурă кирпĕч илсе пырса витсе хăварнă. Ĕçсе-çисе савăннă, эрех-сăра савăчĕсем унта- кунта выртаççĕ. Хăма çине пуçламан батон хурса хăварнă.
Тĕлĕнмелле… Мĕнлерех çынсем-ши вĕсем, çынна çын вырăнне хуманскерсем? Тен, пĕлсех мăшкăллас терĕç пуль 80-ран иртнĕ ватăран. Хăйсем нихăçан та ватăлас çук ĕнтĕ. Вĕсене никам та кÿрентереймĕ.
Вăйлă çумăр хыççăн дачăна каллех пысăк ура йĕррисем кĕнĕ, йăрансем урлах утнă, çырла пиçнине тĕрĕсленĕ, алăка уçса хăварнă. Кăштах вăхăт иртсен шашлăк юратакансем каллех килнĕ, машинăпах. Хальхинче нумайăн пулас тата çĕнĕ вучахсем тунă, вилкăсем чылай пăрахса хăварнă. Ку хутĕнче тахăш дачăран кивĕ шкаф та сĕтĕрсе тухнă, çĕмĕрнĕ, çĕнĕ хăмасене варринчен хуçнă. Кетчуп кĕленчипе пуçламан батон хурса хăварнă.
Çынна пĕрре кÿрентерсен, вăл усаллине çеç асăрхама пуçлать, хăйне усал тăвасран шикленет. Теприсен дачинчен вара йăран çине лартнă помидорпа хăярне кăларса кайнă. Хăйĕн çĕрĕ çине куçарса лартнă. Халь тата çырла пиçнĕ вăхăт. Хуçисем çисе пăхиччен пуçтарса каяççĕ, таптаса хăвараççĕ. Çу каçиччен тата темĕн те кĕтме пулать. Юрать-ха ырă ĕç тăвакансем те пур. Ырă ĕçсене кашни çын пĕр çулталăк хушши анчах мар, ĕмĕрех пурнăçласа пырас пулсан, пурнăç мĕнлерех лайăх пулмалла.
Халь пурнăç лайăх теççĕ хăшĕсем. Чăнах та, хитре тăхăнсан, тутлă çисен, хитре хваттерсенче пурăнсан, машинăпа çÿресен, укçа-тенкĕ пулсан…
Анчах та çынсен чунĕсем пушансах пыраççĕ-çке. Çынна çын вырăнне хумасăр киревсĕр ĕçсем тăвакансем йышлансах пыраççĕ. “Пĕтĕм усаллине телевизор вĕрентет”, — тетчĕ пирĕн анне . Телевизорпа та, радиопа та çĕнĕ хыпарсене ăçта взрыв, авари пулни, миçе çын вилни, аманни çинчен пуçлаççĕ.
— Тупнă тĕлĕнмелли, халь пурнăçĕ çавăн пек, — тейĕç хăшĕ-пĕрисем. Мана çынсем усалланса пыни, чунĕсене укçашăн сутни, çут çанталăка ним вырăнне хуманни, хăйсен ачисен малашлăхĕ çинчен шутламанни тĕлĕнтерет. Кун пек пурăнсан, ырри çинчен ĕмĕтленме йывăртарах. Çамрăксен малашлăх пирки шутламаллах, паянхи кунпа çеç пурăнмалла мар.
Ку йышши статьясене пичетлесшĕнех мар хаçатра. Лайăххи çинчен çырнипе мухтанма та аван. Шел пулин те, пурнăçра начарри те сахал мар вĕт. Тен, пурнăçăн япăх енĕсене еплерех сахаллатмалли çинчен райхаçат урлă пĕрле шухăшламалла.
Редакцирен. Тĕрĕс ыйту хускатать çыру авторĕ. Чăнах та, питĕ тĕлĕнмелле... Чуна пырса тивет вĕт. Çав тери чунсăрланса çитрĕмĕр, кăмăл-сипет çинчен мантăмăр, тирпей-илем те, культура та тарса çухалчĕ пирĕншĕн хăшĕн-пĕриншĕн.
Анчах пурнăç çапла тăрлавсăр, килпетсĕр пурăннине юратмасть. Йĕркелĕхе пăхăнманнине, çынсене кÿрентернине каçармасть вăл. Апла пулсан çак тÿнтерле пулăмпа пĕччен мар, пурин те пĕрле кар тăрса кĕрешмелле. Дачăра çĕр тытакан кашни çынăн, çав шутра М. Ильинан та пĕр шухăшлăхĕ, ыттисемпе пĕрле канашлани, ĕçлени кирлĕ çакăнта.
Дача картине çĕмĕрсе-ватса вутă хатĕрленĕ, шашлăк пĕçерсе çинĕ тĕслĕх преступленилле ĕç туниех ĕнтĕ. Çитменнине вăрманĕ те юнашар, ан ÿркен хăрăк-турат хатĕрлеме!..
Районти шалти ĕçсен пайĕнче те çынсем харпăр хăй пушă вăхăтне каçсерен еплерех йĕркеленине тата ăçта ирттернине, тен, вăл е ку дача çывăхĕнче вăхăтран-вăхăта пулса тĕрĕслени вырăнлă пулнă пулĕччĕ .
Тата дачăра инкек тÿсекенсен те преступленилле пысăк е пĕчĕк ĕç пирки вăхăтран вăхăта районти шалти ĕçсен пайне пĕлтерни кирлех.