АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Билайн” — Красноармейскинче

04 июля 2008 г.

 

“Билайн” компани хастарĕсем кăçал чылай районта савăнăçлă программăпа пулма ĕлкĕрчĕç. Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче вара вĕсем Красноармейскине те çитрĕç. Район центрĕнче пурăнакансем хăнасене тарават йышăнчĕç.

Сăлтавĕ те пĕчĕк марччĕ ĕнтĕ. Çак кун Васильев урамĕнчи 4-мĕш çуртăн пĕрремĕш хутĕнче “Билайн” компанин фирма салонĕ уçăлчĕ. Унта çак компани абоненчĕ пулса тăрса счет çине укçа-тенкĕ хушма çеç мар, çĕнĕ тарифсемпе çыхăну хыпарĕсемпе паллашма, çăмăллăхсем пирки сĕнÿ-канашсем илме пулать. Акă, чылайăшĕ тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе калаçма “Юратнă номер” пулăшупа усă курать: хакĕ те пĕчĕк — пĕр минутшăн 5 пус çеç тÿлемелле.

Салон уçăлнă ятпа иртнĕ уявра пухăннисене район пуçлăхĕ С. А. Николаев тата уçă йышши “Вымпелком” акционер пĕрлешĕвĕн филиалĕн коммерци директорĕ С. С. Разин ăшшăн саламларĕç, Трак енре те “Билайн” компани паракан çăмăллăхсемпе усă куракансен йышĕ ÿссех пырасса шанса тăнине палăртрĕç. Вĕсем хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пурте салона кĕчĕç. Шалта райцентр çыннисене кунта ĕçлекен хĕрсем ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Салонра — çутă та таса. Кунта сĕнÿ-канаш илнипе пĕрлех кĕсье телефонĕсем тата ыттине те туянма пулать.

Çакăнтах “Билайна” суйласа илнĕ абонентсем хушшинче лотерея вылявĕ ирттерчĕç. Сăмах май 150 тата 1000 минут хушши тÿлевсĕр калаçмалли сертификатсем илнисем хушшинче район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем А. Михайловапа Р. Николаева та пулчĕç. Тĕп приза — кĕсье телефонне вара Красноармейскинче пурăнакан Р. Ильина тивĕçрĕ. Хитре тумлă пысăк “пуканесем” “Билайн” компанин тĕрлĕ тĕслĕ ялавĕсене валеçрĕç.

Уяв кунпа çеç вĕçленмерĕ-ха. Каçхине компани ĕçченĕсем Красноармейскинчи Çĕнтерÿ паркĕнче Раççей çамрăкĕсен кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ праçнике хутшăнчĕç. Район пуçлăхĕ С. А. Николаев унта пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, çамрăкла хастарлăх сунчĕ, “Билайн” компанире тимлекенсене вара район центрĕнче пурăнакансене чăн-чăн уяв туса панăшăн тав турĕ. Ял çыннисем çав каç “Çеçпĕл” ансамбль солисткин Ольга Прокопьеван, “Янташ” ушкăнăн тата “Домино” дуэтăн янăравлă юррисемпе, çĕкленÿллĕ ташшисемпе питĕ кăмăллă юлчĕç, артистсемпе пĕрле çитĕннисем те, ача-пăча та ташша тухрĕ. Каллех тĕрлĕ призсем выляттарчĕç, парнесене тивĕçнисен йышĕ те пĕчĕк пулмарĕ.

22 сехет хыççăн паркра çамрăксен уяв дискотеки иртрĕ. Çур çĕрте вара район центрĕ çийĕнчи тÿпене фейерверк çутисем тепĕр хут праçник сăнĕ кĕртрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика