АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ тĕл пулчĕç

04 июля 2008 г.

 

1952 çулта Красноармейскинчи вăтам шкултан хĕрĕх ытла çамрăк вĕренсе тухнă. Тĕрлĕ професси çыннисем вĕсем. Çав йышра вĕрентекенĕ те, çар çынни те, шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕ те...

2002 çултан тытăнса шкулти çак класран вĕренсе тухнисем çулленех тĕл пулăва пухăнаççĕ. Хальхинче те — çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче, шăмат кун, асăннă шкула (гимнази) пĕрле пĕлÿ илнисенчен ултă хĕрарăмпа виçĕ арçын килчĕç.

Чи малтанах калаçу Трак чĕваш-нимĕç гимназийĕ çывăхĕнчи сак çинче тăсăлчĕ. Малалла вара пухăннă пĕчĕк ушкăн “Колос” кафере савăнчĕ. Манăн та ватлăх çулне çитнĕ, çитмĕл урлă каçнă, çÿçĕсем шуралнă, пит-куçĕсем пĕркеленнĕ ятлă-сумлă çынсем хушшинче пулма, вĕсемпе куçа-куçăн, чуна уçса калаçма тÿр килчĕ.

Паллашар-и...

Гимназие кĕнĕ çĕрте, сак çинче ларатпăр. Палăртнă вăхăтра, вунă сехет тĕлне çитнĕ çакăнта ватăсем. Вăхăтран тăрса юлма-и? Пĕри те, тепри те, малтан калаçнă пекех, пĕр çеккунт та сиктермен хăть. Пĕчĕк йышра республика тулашĕнчи кĕтесре пурăнакан тус-юлташсем те пур вĕт-ха. Паллашар-и?

Акă, Виталий Васильевич Соловьев, Çĕньял Шетмĕ чăвашĕ, халь Пермь хулинче пурăнать. Кăçалхи февраль уйăхĕнче 75 çул тултарчĕ. Профессийĕпе инженер-вăрманçă. Унпа çума-çуммăн вырнаçнă Варвара Ивановна Иванова та 75-ре. Янкасран Анат Кушара качча тухнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех Упири вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ.

Людмила Петровна Николаева (Короткова) та вĕрентекен, вырăс чĕлхипе литература предметне пĕлÿ панă, Алманчра пурăнать. Унăн амăшĕ — Зоя Егоровна Короткова чылай çул Красноармейскинчи вăтам шкулта ачасене истори предметне вĕрентнĕ.

Мария Леонидовна Павлова Хĕлеç ялĕнче çуралнă. Чăн малтанах Хусанти институтран зоотехник профессине вĕренсе алла илнĕ. Каярахпа педагог профессине вĕренет. Тутар Республикинчи Буинск районĕнчи Сахарный поселокра 33 çул учительте ĕçленĕ. Мăшăрĕ çĕре кĕнĕ унăн. Пĕр ывăлпа 3 хĕр çуратса çитĕнтернĕ. 9 мăнук Мария Леонидовнан. Халĕ ватă Шупашкарта пурăнать.

Александра Григорьевна Новоселова (Малахова ) Васнарта çуралнă. Красноармейскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Унтан Хусанти финанспа экономика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Казахстанра ĕçленĕ, çавăнтах качча тухнă.

Пурнăçĕ тип-тикĕсех килмен Шурăн. Хуйхă çине хуйхă пуснă. Икĕ хĕрĕ те вăхăтсăрах çĕре кĕнĕ, упăшки те вилнĕ.

Ира Харитоновна Горбунова ачалăхĕпе çамрăклăхне Красноармейскипе çыхăнтарнă. “Красноармейский” совхозра зоотехникра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе — Николайпа — ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ.

Екатерина Алексеевна Яковлева Красноармейскинче пурăнать. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Шупашкарти пĕр заводра тăрăшнă. Ывăлпа хĕр, мăнуксем тата мăнукĕн ачи пур.

Петр Иванович Иванов 1933 çулта Вутланта çуралнă. Ăна эпĕ Иван Игнатьев обществăлла корреспондентăн, райхаçатăн чи çывăх тус-юлташĕн ывăлĕ пулнипе аван пĕлетĕп.

Петр Иванович — отставкăри подполковник, çар çынни. 26 çул Забайкальски çар округĕнче хĕсметре пулнă. Халь çемйипе — Шупашкарта .

Николай Федорович Федоров хăйĕн кун-çулне шалти ĕçсен органĕпе çыхăнтарнă. Пĕр вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн “тилхепине” тытнă. Тата республикăри Шалти ĕçсен министерствин ертÿçин çумĕн должноçĕнче тăрăшнă.

Хальхи вăхăтра Красноармейскинчи вăтам шкултан 56 çул каялла вĕренсе тухнисенчен 16-шĕ пурăнать.

Тĕл пулăва, тĕрлĕрен сăлтавсене пула, Еншик Чуллă тăрăхĕнчен Раиса Петрова, Пальмира Павлова (Шупуç), Ольга Прокопьева (Иркутск облаçĕ), Арсентий Михайлов (Кĕçĕн Шетмĕ), Тиняков (Карай), Николай Александров (Мускав), Сила Трифонов (Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсем) хутшăнаймарăç. Питĕ шел...

Юлашкинчен...

Тăхăр — çын, тăхăр шухăш — кăмăл… Епле ырă та, пултаруллă кашниех. Пĕр çемьери пекех туйăнчĕç мана вĕсем. Пурте аса илÿсен хумне путрĕç. Чăн малтанах хăйсене пĕлÿ тĕнчинче ăс-хакăл, вăй-хал панă Владимир Николаевич Долгов директора, Валентина Ивановна Полякова завуча, Михаил Ильич Ильинпа Юлия Ефимовна Филимонова, Галина Егоровна Егорова, Борис Ефимович Ефимов вĕрентекенсене, халь вĕсенчен хăшĕ-пĕри пирĕн хушăра çук пулин те, аслă çыннисене юратса аса илчĕç, вĕсен нихăçан манăçми ырă тĕслĕхĕ ĕçре, вĕренÿре йывăрлăхсене çăмăллăнах çĕнме пулăшнине, çирĕп тĕрев пулнине пытармарĕç.

Кăçалхи тĕл пулу хисепĕпе — улттăмĕшĕ. Çулленех, Çимĕк хыççăн тепĕр шăмат кун пĕр-пĕринпе курнăçасси, çума-çуммăн юнашар ларасси, аса илÿсен тĕнчине тухса ачалăхпа çамрăклăха аса илесси тата ватлăх пирки манасси çирĕп йăлара ветерансен, хастар та пултаруллă Трак ен çыннисен.

Сывлăх пултăрччĕ малашне те вĕсене.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика